

Пишпÿлекри «Дюймовочка» ача сачӗн «Непоседы» пӗрлештернӗ ушкӑнра педагогсем сывлӑх уйрӑмлӑхӗсемпе, ҫав шутра тавралӑха тата пурнӑҫ лару-тӑрӑвне ӑнланассинчи уйрӑмлӑхсене те, ҫынсем ҫинчен шухӑшлассине йӗркелес тӗллевлӗ паллашу калаҫӑвӗ ирттернӗ. Ачасем кашни ҫын хӑйне евӗрлӗ пулнине, ӳт-пӳ пултарулӑхне пӑхмасӑр, хисепе тивӗҫнине пӗлнĕ.
Ачасене «Про Диму» мультфильм кӑтартнӑ— сюжетра сывлӑх уйрӑмлӑхӗллӗ ача çинчен каласа панă, таврари ҫынсене кирек кам та йышӑннин пӗлтерӗшӗ пирки каласа кӑтартнӑ.
Тата «Цветик-семицветик» - ыттисемшӗн тума май пур кашни ӗмӗтпе ырӑлӑхӑн хакне ӑнланакан Женя хӗрача ҫинчен воспитани паракан юмах.
Курав геройсен сюжечӗсемпе ӗҫӗсене сӳтсе явнипе, историсен моралӗ ҫине тимлӗх уйӑрнипе иртнĕ.
Тата пӗр-пӗрне пулӑшассипе туслӑх идейисене сӑнлакан ӳкерчӗксене сӑрланă. Ҫакӑ алӑсен моторикине лайӑх аталантарма, илнӗ пӗлӗве туйӑмлӑ ҫирӗплетме пулӑшнă.
Ирттернӗ занятисем ачасен инвалидлӑх проблемисене йышӑнни ҫине лайӑх витӗм кӳнине тата пӗр-пӗрне упрани пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ.
«Непоседы» пӗрлештернӗ ушкӑн воспитанникӗсем Антонина Кириллова, Алина Динисламова, Мелисса Павлова инвалидсен пӗтӗм тӗнчери кунне халалласа ачасем валли «Ыр кӑмӑллӑх тӗнчене ҫӑлӗ» муниципаллӑ ӳкерчӗксен конкурсне хутшӑннă.
Ашшӗ-амӑшӗсене педагогсем информаци буклечӗсем панă.
#ДеньИнвалида #ДеньДобраиМилосердия
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри «Дюймовочка» ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club210640610