Кистенлӗри Культура ҫуртӗнче Пӗтӗм тӗнчери сывлӑх енчен хавшак ҫынсен кунне халалласа уяв программи иртнӗ. «Ыр кӑмӑллӑх чӗререн пымалла» ятлӑ ӑшӑ тӗлпулу ҫак кун чун-чӗре хӑвачӗн, тулли пурнӑҫпа пурӑнма ӑнтӑлнин тата таврари ҫынсене хӑйӗн тӗслӗхӗпе хавхалантарма пӗлнин палли пулса тӑракан ҫынсене пухнă.
Ветерансен организацийӗн председателӗ Анатолий Леонтьев хутшӑнакансене салам сӑмахӗсем каланă.
Уяв программи пултарулӑх номерӗсемпе малалла тӑсӑлнă: пирӗн куракансен юратнӑ юррисем, ҫирӗплӗхпе ӗненӳ ҫинчен ҫырнӑ сӑвӑсем янӑранă, чун-чӗрене ӑшӑтнă чунлӑ калаҫусем, юратнӑ чӑваш кӗввисем. Ҫак кун пухӑннисене пурне те чи кирли — пӗр-пӗрне тимлени, илтме-ӑнланма пӗлни, ӑшӑлӑхпа тӑрӑшулӑх парнелени ҫинчен тепӗр хут аса илтернӗ. Уявран кайнӑ чухне хӑнасем лайӑх кӑмӑл-туйӑма, ҫутӑ туйӑмсене тата чун-чӗре хӑвачӗн авӑрне хӑйсемпе пӗрле илсе кайнӑ, паллах, вӑл вӗсене чылай вӑхӑт тăршшĕ ӑшӑтӗ.
#День_людей_с_ограниченными_возможностями_здоровья
#Кистенли_Богдановский_СДК
Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлӗри Культура ҫурчӗн социаллă сетьри страницинчен.