Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Общество
5 Декабрӗн 2025, 06:56

Пишпӳлекре «Эпир пӗрле!» марафон иртнĕ

Пишпӳлекре «Эпир пӗрле!» Ача-пӑча пултарулӑх центрӗнче иртнӗ мероприяти пӗтӗм районти ачасемпе вӗсен ашшӗ-амӑшĕсене пухнӑ.

Пишпӳлекре «Эпир пӗрле!» марафон иртнĕПишпӳлекре «Эпир пӗрле!» марафон иртнĕ
Пишпӳлекре «Эпир пӗрле!» марафон иртнĕ


Пишпӳлекре «Эпир пӗрле!» Ача-пӑча пултарулӑх центрӗнче иртнӗ мероприяти пӗтӗм районти ачасемпе вӗсен ашшӗ-амӑшĕсене пухнӑ. Марафона уҫнӑ чухне район администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Данилов тухса каланă, вăл ачасене хӑйсен ӗмӗчӗсене ӗненме, вӗсене пурнӑҫа кӗртме ӑнтӑлма суннă. Мероприяти шайӗнче ачасем тӗрлӗ вӑйӑсемпе конкурссене, пултарулӑх ӑсталӑх класӗсене, арт-терапие хутшӑннӑ. «Батыр» атлет-клуба кайса курни ачасенче уйрӑмах кӑсӑклантарнă, унта вӗсем клубра вӗренекенсен ҫитӗнӗвӗсем ҫинчен пӗлнĕ кӑна мар, хӑйсен вӑйне армрестлингра тӗрӗслесе пӑхма пултарнă. Унсӑр пуҫне ачасене пурне те парнесемпе асӑнмалӑх сувенирсем панӑ.
Палӑртса хӑварар: марафона ирттерме «Мир вкуса» кафе пулӑшнӑ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрцин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/officialbiz?from=groups

 

Пишпӳлекре «Эпир пӗрле!» марафон иртнĕ
Пишпӳлекре «Эпир пӗрле!» марафон иртнĕ
Пишпӳлекре «Эпир пӗрле!» марафон иртнĕ
Пишпӳлекре «Эпир пӗрле!» марафон иртнĕ
Пишпӳлекре «Эпир пӗрле!» марафон иртнĕ
Пишпӳлекре «Эпир пӗрле!» марафон иртнĕ
Пишпӳлекре «Эпир пӗрле!» марафон иртнĕ
Пишпӳлекре «Эпир пӗрле!» марафон иртнĕ
Пишпӳлекре «Эпир пӗрле!» марафон иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас