

Çирĕклĕ клубӗнче Пӗтӗм тӗнчери инвалидсен кунӗ тӗлне «Ырӑлӑх туса эпир чуна ӳстеретпӗр» тематика сехечӗ пулнă.
Ертсе пыраканӗ Пӗтӗм тӗнчери инвалидсен кунӗ пуҫланса кайнин историйӗ ҫинчен тӗплӗн каласа панă, вӑй-хал енчен хавшак ҫынсемпе тӗрӗс хутшӑннин тата хӑвна мӗнле тытмаллин тӗп аспекчӗсене ҫутатнă. Сусӑр ҫынсем тӗл пулакан кулленхи йывӑрлӑхсене — йӑлари чӑрмавсенчен пуҫласа социаллӑ чӑрмавсем таранах — уйрӑмах тимлӗх уйӑрнӑ.
Ачасем калаҫу тематикипе видеоролик пӑхса тухса пӗлтерӗшлӗ пӗтӗмлетӳсем тунă — ҫумра пуласси, кирлӗ пулсан пулӑшу сӗнесси, меллӗ хутлӑх йӗркелесси — пиртен кашниех тума пултаракан япала.
Ҫак тематика сехечӗ урок кӑна мар, пӗр-пӗрне пулӑшнин пӗлтерӗшӗ пирки шухӑшлама май пулнă.
Сăнÿкерчĕкĕ: Çирĕклĕри ял клубӗн социаллă сетьри страницинчен.