#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗпе Владимир Путинпа тӳрӗ линие 255 пин ытла ыйту килнӗ ӗнтӗ. Кун пирки декабрĕн 6-мӗшӗнче «Россия 1» телеканал эфирӗнче пӗлтернӗ.
Пӗтӗмӗшле ыйтусен 33 процентне арҫынсем, тепӗр 67 процентне хӗрарӑмсем тунине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Кремлӗн пресс-служби декабрĕн 4-мӗшӗнче пӗрлештернӗ тӳрӗ лини тата Раҫҫей Президенчӗн пресс-конференцийӗ декабрӗн 19-мӗшӗнче Мускав вăхăчĕпе 12:00 сехетре пулассине пӗлтернӗ. Кирек кам та программа сайчӗпе усӑ курса Раҫҫей Президентне ыйту пама пултарать. Ыйтусене тата ятарлӑ мобильлӗ приложени урлӑ йышӑнаççĕ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Известия/Андрей Эрштрем.