

Хушăлкари вăтам шкулта Тӑван çӗршыв Паттӑрӗсен кунне халалланӑ класс сехечӗсем ирттернĕ.
Ҫак кун пирӗн ҫӗршыв историйӗнчи пӗлтерӗшлӗ дата, вӑл пире пирӗн мӑн асаттесемпе хальхи ҫынсен паттӑрлӑхӗпе ҫитӗнӗвӗсем ҫинчен аса илтерет. Класс сехечӗсене уяв историйӗпе тата паттӑрла ӗҫсен тӗслӗхӗсемпе паллаштарма халалланӑ.
Шкулта вӗренекенсем паттӑрсене мӗнле пахалӑхсем пӗрлештернине пӗлнĕ, Тӑван ҫӗршывшӑн пурнӑҫне паракансене асӑннă. Ҫакӑн пек мероприятисем пирте хамӑр ҫӗршывшӑн тата унӑн геройӗсемшӗн мӑнаҫлӑх туйӑмне ӳстерме пулӑшнине шанса тӑратпӑр.
#Спасибо_Героям
#День_Героев_Отечества
#БижбулякскийРайон
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри çамрăксен «Вектор» центрăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club43415916?from=groups