Çутă çул
+24 °С
Ҫумӑр
Общество
9 Декабрӗн 2025, 05:31

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ чиновниксене корпоратив ирттерме хушман

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ тунтикунхи оперативлӑ канашлура правительство членӗсемпе тата муниципалитетсен пуҫлӑхӗсемпе Ҫӗнӗ ҫула уявласси пирки сӑмах хускатнӑ.

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ чиновниксене корпоратив ирттерме хушманПушкӑртстан Пуҫлӑхӗ чиновниксене корпоратив ирттерме хушман
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ чиновниксене корпоратив ирттерме хушман

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ тунтикунхи оперативлӑ канашлура правительство членӗсемпе тата муниципалитетсен пуҫлӑхӗсемпе Ҫӗнӗ ҫула уявласси пирки сӑмах хускатнӑ. Вӑл вӗсене корпоративсем ирттересрен асӑрхаттарнă.

– Хальлӗхе, СВО пынă май, пирӗн, патшалӑх служащийӗсен, уявсем ҫинчен уйламалла мар. Эпӗ пурне те, правительство членӗсене те питӗ хытӑ ыйтатӑп — нимӗнле корпоратив та. Вӑрҫӑ пӗтсен лайӑх уяв кӗрлеттерĕпӗр. Пирӗн тӗллев — ҫынсене тата уйрӑмах ачасене уявпа тивӗҫтересси, тимлӗх ватӑсене те пултӑр, — тенӗ Радий Хабиров.

Сăнÿкерчĕкĕ: видео скриншочĕ / ПР правительствинчи оперативлӑ канашлу.

https://www.bashinform.ru/news/politics/2025-12-08/glava-bashkirii-predostereg-chinovnikov-ot-provedeniya-korporativov-4497881

 

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ чиновниксене корпоратив ирттерме хушман
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ чиновниксене корпоратив ирттерме хушман
Автор:Марина Иванова
Читайте нас