Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Общество
9 Декабрӗн 2025, 06:53

Тӑван ҫӗршывăн паттӑрӗсен кунне халалласа тĕлпулу иртнĕ

Пелепейри механизаципе электрификаци колледжӗн Пишпÿлекри филиалӗнче Тӑван ҫӗршывăн паттӑрӗсен кунне халалланӑ «Класс тӗлпулӑвӗ» иртнӗ.

Тӑван ҫӗршывăн паттӑрӗсен кунне халалласа тĕлпулу иртнĕТӑван ҫӗршывăн паттӑрӗсен кунне халалласа тĕлпулу иртнĕ
Тӑван ҫӗршывăн паттӑрӗсен кунне халалласа тĕлпулу иртнĕ

Декабрĕн 8-мӗшӗнче Пелепейри механизаципе электрификаци колледжӗн Пишпÿлекри филиалӗнче Тӑван ҫӗршывăн паттӑрӗсен кунне халалланӑ Пӗрремӗшсен юхӑмӗнчи «Геройсен историйĕ» акци шайӗнче «Класс тӗлпулӑвӗ» иртнӗ. «Колос» позывнойлă ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан тӑван тӑрӑха ҫитнӗ, вӗренекенсемпе хӑйӗн историйӗпе паллаштарма май тупнӑ. Паттӑрлӑхпа тӑван ҫӗршыва юратнин тӗслӗхне кӑтартма. Тылри пурнӑҫ тата ҫак ҫул йывӑрлӑхӗ ҫинчен каласа пама. Вӑл 2023 ҫулта ятарлă çар операцийĕн зонине кайнӑ, икĕ ҫул ӗнтӗ хӑйӗн Тӑван ҫӗршывне хӳтӗлет. Эпир тӗл пулнӑшӑн пысӑк тав сӑмахӗ калатпӑр, мирлӗ пурнӑҫа хӑвӑртрах таврӑнма сунатпӑр. Эпир васкавлӑ ҫӗнтерӗве тата ачасене пурне те чӗрӗ-сывӑ киле таврӑнасса ӗненетпӗр!

#КлассныеВстречи
#Росдетцентр
#НавигаторыСПО
#ДеньГероевОтечестваНДа
#НавигаторыДетстваРБ

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пелепейри механизаципе электрификаци колледжӗн Пишпÿлекри филиалӗн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/club95382440

 

 

Тӑван ҫӗршывăн паттӑрӗсен кунне халалласа тĕлпулу иртнĕ
Тӑван ҫӗршывăн паттӑрӗсен кунне халалласа тĕлпулу иртнĕ
Тӑван ҫӗршывăн паттӑрӗсен кунне халалласа тĕлпулу иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас