

Тӑван çӗршыв Паттӑрӗсен кунӗнче Пишпӳлекре ҫак пулӑма халалласа савӑнӑҫлӑ митинг иртнĕ. Мероприятире район администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Данилов тата районти ҫар комиссарӗ Салават Абдуллин тухса калаҫнă. Истори астӑвӑмне упрас ӗҫре ҫак кун пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртса вӗсем СВОна хутшӑнаканăн амӑшне тав ҫырӑвĕ панă, ҫавӑн пекех ятарлӑ операцире пуҫне хунӑ ҫар ҫыннисен ашшӗ-амӑшĕсене наградӑсем (вилнӗ хыҫҫӑн) панă. Ҫакӑн хыҫҫӑн тӗрлӗ ҫулсенче тӑван ҫӗршыв хӑрушсӑрлӑхӗшӗн пурнӑҫне шеллемен ентешсен мемориалӗ патне чечексем хунă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/officialbiz?from=groups