Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Общество
12 Декабрӗн 2025, 07:15

Пирӗн вӑхӑтри геройран паттӑрлӑх урокӗ

Михайловкăри вăтам шкулăн Пӗрремӗшсен юхӑмӗн хастарӗсем Пӗтӗм Раҫҫейри Тӑван çӗршыв Паттӑрӗсен кунне паллӑ тунă.

Пирӗн вӑхӑтри геройран паттӑрлӑх урокӗПирӗн вӑхӑтри геройран паттӑрлӑх урокӗ
Пирӗн вӑхӑтри геройран паттӑрлӑх урокӗ

Декабрĕн 9-мӗшӗнче Раҫҫейре Тӑван çӗршыв Паттӑрӗсен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Вӑл асăнмалли дата — паттӑрлӑхӗсене ҫӗршыв историне ӗмӗрлӗхех ҫырӑнса юлнӑ хӑюллӑ та ырми-канми ҫынсене хисеплени. Ҫак кун умӗн Михайловкăри вăтам шкулăн Пӗрремӗшсен юхӑмӗн хастарӗсем Пӗтӗм Раҫҫейри «Геройсен историйӗ» акцие «Класс тӗлпулӑвӗсем» форматпа хутшӑннă.
Шкулăн уйрӑм тӗлпулу хӑни Трофимов Александр Валериевич — ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑскер, хӑюлӑхпа ҫирӗплӗхӗн чӑн-чӑн тӗслӗхӗ пулнă. Александр Валериевич ачасене хӑйӗн историйӗпе паллаштарнă, пурнӑҫ ҫулне суйласси, хӗсмет тата юлташӗсем ҫинчен каласа панă. Унӑн чун-чӗререн каласа пани чи кирли ҫинчен: хаклӑх, чыс, тивӗҫ тата тӑван ҫӗршыва чӑн-чӑн юратни ҫинчен пулнă.
Ку калаҫу ҫеҫ пулман. Чун тӗпне хускатнӑ паттӑрлӑх урокӗ пулнă. Ачасем паттӑрсем пирӗн хушӑра пурӑннине, чун вӑйӗ тӗп хӗҫ-пӑшал пулнине курнă. Кун пек тӗлпулусем хаксӑр. Вӗсем ӑрусен чӗрӗ ҫыхӑнӑвне упрама тата пирӗн ҫӗршыв мӗн ҫинче тытӑнса тӑнине ӑнланма пулӑшаҫҫӗ.

#ИсторииГероевОтечества
#ДвижениеПервых
#НавигаторыДетства
#Росдетцентр
#ДеньГероевОтечества
#НавигаторыДетстваРБ

Сăнÿкерчĕкĕсем: Михайловкăри вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club201689192

 

Пирӗн вӑхӑтри геройран паттӑрлӑх урокӗ
Пирӗн вӑхӑтри геройран паттӑрлӑх урокӗ
Пирӗн вӑхӑтри геройран паттӑрлӑх урокӗ
Пирӗн вӑхӑтри геройран паттӑрлӑх урокӗ
Пирӗн вӑхӑтри геройран паттӑрлӑх урокӗ
Пирӗн вӑхӑтри геройран паттӑрлӑх урокӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас