

Кӑҫал Пишпӳлекри МФЦ Офисӗ 10 ҫул тултарнине паллӑ тӑвать. Ҫак ҫулсенче уйрӑм Пушкӑртстанра чи ӑнӑҫлӑ та тухӑҫлӑ ӗҫлекенсенчен пӗри пулса тӑнă. Туслӑ та килӗштерсе ӗҫлекен команда пулӑшнипе центр ӗҫченӗсем патшалӑх пулӑшӑвӗсен анлӑ спектрне тивӗҫтерес енӗпе пысӑк ӗҫ тӑваҫҫӗ, халӑха консультаци пулӑшӑвӗ параҫҫӗ. Ҫав хушӑрах Офис ӗҫченӗсем тунӑ ӗҫсем ҫинче чарӑнса тӑмаҫҫӗ, хӑйсен умне ҫӗнӗ тӗллевсем лартаҫҫӗ.
МФЦ коллективне юбилей ячӗпе саламлама район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивĕçĕсене пурнăçлакан Артур Галеев, муниципаллӑ район Канашӗн секретарӗ Вадим Булатов тата хӑй нумай ҫул Пишпӳлекри МФЦ ертӳҫи пулса ӗҫленӗ администрацинчи ӗҫӗсен управляющийӗ Алексей Макаров пынă. Офис командине питӗ лайӑх ӗҫленӗшӗн тав туса вӗсене ҫӗнӗ професси ҫитӗнĕвĕсем тума суннă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/officialbiz?from=groups