Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Общество
18 Декабрӗн 2025, 08:09

Ĕҫпе тивӗҫтерекен центр «çавра сӗтел» ларӑвне хутшӑннӑ

Декабрӗн 15-мӗшӗнче Ĕҫпе тивӗҫтерекен центр ентешсене хӑйсен ирӗкӗпе куҫармалли программӑпа килӗшӳллӗн «çавра сӗтел» ларӑвне хутшӑннӑ.

Ĕҫпе тивӗҫтерекен центр «çавра сӗтел» ларӑвне хутшӑннӑĔҫпе тивӗҫтерекен центр «çавра сӗтел» ларӑвне хутшӑннӑ
Ĕҫпе тивӗҫтерекен центр «çавра сӗтел» ларӑвне хутшӑннӑ


Декабрӗн 15-мӗшӗнче Ĕҫпе тивӗҫтерекен центр ентешсене хӑйсен ирӗкӗпе куҫармалли программӑпа килӗшӳллӗн «çавра сӗтел» ларӑвне хутшӑннӑ.
Ирттернӗ «çавра сӗтелӗн» тӗп тӗллевӗ Раҫҫей Федерацине ют ҫӗршывсенче пурӑнакан ентешсене хӑйсен ирӗкӗпе куҫарма пулӑшас енӗпе патшалӑх программине пурнӑҫламалли тӗп аспектсене сӳтсе явасси пулнӑ. Мероприятие администраци, миграци службин, халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центрӑн, вӗрентӳ пайӗн, районти тӗп больницӑн представителӗсем хутшӑннă.
Куҫса килмелли пур условисемпе майсене пӑхса тухнă, ҫавӑн пекех куҫса килекенсен сиксе тухакан чӑрмавсемпе йывӑрлӑхсене тупса палӑртнă.
Мероприяти ентешсене хӑйсен ирӗкӗпе куҫармалли программӑпа шухӑш-кӑмӑлпа, опытпа ылмашӑнма май панă. Ку - квалификациллӗ кадрсене ӑнӑҫлӑ явӑҫтарас тата чикӗ леш енчи диаспорӑпа ҫыхӑну ҫирӗплетес ҫул ҫинчи пӗлтерӗшлӗ утӑм.
Администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ Данилов Алексей Александрович ҫакнашкал форматлӑ мероприятисене общественноҫпа ҫыхӑну тытас тата законодательствӑри улшӑнусене, куҫса килекенсен ыйтӑвӗсене вӑхӑтра хуравлас тесе тӑтӑшах ирттермеллине палӑртнă.

#Бижбуляк_занятость #ЯтрудРБ #РаботаВРоссии #Занятость
#Минтрудрб

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлек районӗнчи ӗҫпе тивӗҫтерекен центрăн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/club180603777

 

 

 

 

Ĕҫпе тивӗҫтерекен центр «çавра сӗтел» ларӑвне хутшӑннӑ
Ĕҫпе тивӗҫтерекен центр «çавра сӗтел» ларӑвне хутшӑннӑ
Ĕҫпе тивӗҫтерекен центр «çавра сӗтел» ларӑвне хутшӑннӑ
Ĕҫпе тивӗҫтерекен центр «çавра сӗтел» ларӑвне хутшӑннӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас