Çутă çул
-25 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
23 Декабрӗн , 12:20

Ырӑ тума васкатпӑр!

«Улыбка» ача сачĕн «Любознайки» аслӑ ушкӑнри ачасем хӑйсен пӗчӗк тусӗсем — Усак-Кичури вăтам шкулти шкул ҫулне ҫитменнисен воспитанникӗсем валли уяв парнисене пухнă.

Ырӑ тума васкатпӑр!
Ырӑ тума васкатпӑр!

Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи хӗвӗшӳре чи кирлӗ япаласен вырӑнӗ пур — ыттисемшӗн ырӑлӑхпа тӑрӑшни. Пишпӳлекри «Улыбка» ача сачĕн «Любознайки» комбинациллӗ аслӑ ушкӑнри ачасем хӑйсен пӗчӗк тусӗсем — Усак-Кичури вăтам шкулти шкул ҫулне ҫитменнисен воспитанникӗсем валли уяв парнисене уйрӑмах пӑлханса, савӑнса пухнă.

Кашни коробкӑна вӗсем пылак ҫимӗҫ е теттесем кӑна мар, хӑйсен чӗрин пӗр пайне, тӗлӗнтермӗше шанса йӑл кулӑ парнелес килнине хывнӑ. Ҫак проект пирӗн ачасене чи кирлине — яваплӑ, тимлӗ пулма, ҫӗнӗ ҫулӑн чӑн-чӑн асамлӑхӗ савӑнӑҫпа пайланма пӗлнине ӑнланма вӗрентет.

Тавах пирӗн воспитанниксене тата вӗсен ашшӗ-амӑшĕсене чунтан хутшӑннӑшӑн, уҫӑ чунлӑ чӗресемшӗн! Ҫак парнесем ҫӗнӗ туссене ырра шанса телей тинӗсне илсе килччӗр!

#деньзаднем
#акциииконкурсы
#УлыбкаБижбуляк

 

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлекри «Улыбка» ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/club218299771

 

Ырӑ тума васкатпӑр!
Ырӑ тума васкатпӑр!
Ырӑ тума васкатпӑр!
Ырӑ тума васкатпӑр!
Ырӑ тума васкатпӑр!
Автор: Марина Иванова
Читайте нас