Çирĕклĕ клубӗнче «Пирӗн ентешсем - СВО геройӗсем» патриотла программа иртнĕ. Ертсе пыракансем Украинӑра ятарлӑ ҫар операцийӗ хӑҫан тата мӗншӗн пуҫланнине, унта хутшӑнакан ҫар ҫыннисен хӑюлӑхӗпе паттӑрлӑхӗ ҫинчен каласа панă. Ятарлӑ ҫар операцийӗн геройӗсем пӗтӗм обществӑшӑн, уйрӑммӑн илсен, ҫамрӑк ӑрушӑн тӗслӗх пулса тӑраҫҫӗ, ҫак паттӑрсем нацин шалти ăс-тăнне ҫирӗплетеҫҫӗ. Малалла ертсе пыракансем пуçне хунă паттӑр-ентешсем ҫинчен каласа панă. Ятарлӑ ҫар операцийӗнче çар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне пуҫне хунӑ паттӑрсене пурне те пӗр минут шӑп тӑрса асăннă.
Мероприяти вӗҫӗнче ачасем патриотизм, ҫар тивӗҫӗ, Тӑван ҫӗршыв ырлӑхӗшӗн службӑра тӑни, алла хӗҫ-пӑшал тытса Тӑван ҫӗршывӑмӑрӑн интересӗсене хӳтӗлеме тӑнă салтаксен паттӑрлӑхӗ ҫинчен ҫырнӑ сӑвӑсем итленĕ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕри ял клубӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/event135580128