Пишпӳлек районӗн хисеплӗ ҫыннисем тата хӑнисем!
Сире ҫывхарса килекен Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе саламлатпӑр!
Эпир пурте халӗ чи кӗтнӗ, пурте юратнӑ уява кӗтсе пурӑнатпӑр. Пирӗн пӗтӗм ӗҫ-пуҫ, шухӑш-туйӑм ҫывхарса килекен Ҫӗнӗ ҫулпа, тӑван ҫынсемпе, юлташсемпе ҫитес тӗлпулусемпе ҫыхӑннӑ. Пӗтӗмлетӳ тӑватпӑр, малашлӑх валли плансем тӑватпӑр, пурнӑҫланасса чунтан ӗненнӗ ӗмӗтсене тӑватпӑр. Асамлӑ та илемлӗ вӑхӑт ҫитрӗ!
2025 ҫул, йывӑрлӑхсемпе кулянусене пӑхмасӑр, Пишпӳлек районӗшӗн ӑнӑҫлӑ ҫул пулчӗ. Эпир ума лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫларӑмӑр, пӗлтерӗшлӗ проектсене пурнӑҫа кӗртме тытӑнтӑмӑр, тӑван района тирпей-илем кӗртессипе малалла ӗҫлетпӗр. Тата эпир пурте, пӗр команда пулса, малти линире çынсене — Тӑван ҫӗршыва ырми-канми хӳтӗлекен, пирӗн пӗрлехи пуласлӑхшӑн ҫапӑҫакан паттӑрсене — пулӑшас тесе май пур таран пурне те тӑватпӑр. Часах вӗсем ҫӗнтерӳпе киле таврӑнасса шанатпӑр!
Ӗҫшӗн тата пурнӑҫри хастар позицишӗн пурне те пысӑк тав туса, сире пӗтӗм чӗререн ырӑ сывлӑх, ҫемье ырлӑхӗпе чечекленӳ сунатпӑр! 2026 ҫул пире ҫутӑ та ырӑ пулӑмсем ҫеҫ парнелетӗр, вӑл пирӗншӗн ӑнӑҫлӑ пултӑр, вӑл пире тӑнӑҫлӑхпа килӗшӳ илсе килтӗр! Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе!
Район Совечӗн председателӗ Ю.Г. ПАВЛОВ .
Район администраци пуҫлӑхӗн тивĕçĕсене пурнăçлакан А.А. ГАЛЕЕВ.