Çутă çул
-18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
3 Кӑрлач , 13:40
38

Пишпӳлекре йӑлана кӗнӗ «Шантару чупӑшăвӗ» иртнӗ

2026 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнче, юрпа витӗннӗ Пишпӳлекре йӑлана кӗнӗ Çӗнӗ ҫул спорт уявӗ — «Шантару чупӑшăвӗ» - иртнӗ.

Пишпӳлекре йӑлана кӗнӗ «Шантару чупӑшăвӗ» иртнӗ
Пишпӳлекре йӑлана кӗнӗ «Шантару чупӑшăвӗ» иртнӗ


2026 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнче, юрпа витӗннӗ Пишпӳлекре йӑлана кӗнӗ Çӗнӗ ҫул спорт уявӗ — «Шантару чупӑшăвӗ» - иртнӗ. Ял-йышпа хӑнасем килекен ҫулталӑка ырӑ кӑмӑлпа, хавхаланупа капӑрлатма пӗрле пуҫтарӑннă.
Унта хутшӑнакансем пурте Çӗнӗ ҫул валли хӑйсен харпӑр тӗллевӗсене, кӑмӑлӗсене тӳрех старт номерӗсем ҫине ҫырса хатӗрленĕ. Мероприяти атмосфери ӑшӑ та туслӑ пулнă.
Сывӑ пурнӑҫ йӗркине кӑмӑллакансене администраци пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе кадрсем тĕлĕшпе ĕçлекен ҫумӗ Алексей Данилов ертсе пынă, пухӑннӑ спортсменсене пурне те ӑшшӑн саламланă, кашнине шухӑшланӑ плансене пурнӑҫлама суннă.
Хутшӑнакансен хӗллехи трассӑна парӑнтарса чӑтӑмлӑхпа вӑй-хал кӑтартма тивнӗ.
Мероприяти ӑнӑҫлӑ иртнӗ, пӗтӗм хутшӑнакана ҫитес ҫул валли вӑй-хал хушнă!


Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/officialbiz?from=groups

 

 

Пишпӳлекре йӑлана кӗнӗ «Шантару чупӑшăвӗ» иртнӗ
Пишпӳлекре йӑлана кӗнӗ «Шантару чупӑшăвӗ» иртнӗ
Пишпӳлекре йӑлана кӗнӗ «Шантару чупӑшăвӗ» иртнӗ
Пишпӳлекре йӑлана кӗнӗ «Шантару чупӑшăвӗ» иртнӗ
Пишпӳлекре йӑлана кӗнӗ «Шантару чупӑшăвӗ» иртнӗ
Пишпӳлекре йӑлана кӗнӗ «Шантару чупӑшăвӗ» иртнӗ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас