Çутă çул
-18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
8 Кӑрлач , 14:27
25

Путин православи христианӗсене Христос çуралнин уявӗпе саламланӑ

#владимирпутин

Путин православи христианӗсене Христос çуралнин уявӗпе саламланӑ
Путин православи христианӗсене Христос çуралнин уявӗпе саламланӑ

#владимирпутин
РФ Президенчӗ Владимир Путин январӗн 7-мӗшӗнче православи христианӗсене пурне те Христос ҫуралнин уявӗпе саламланӑ.
«Ҫак тӗлӗнтермӗш уяв тӗнчене ырӑпа юрату ҫутипе ҫутатать, миллионшар ҫынна ӑруран ӑрӑва куҫса пыракан атте-анне ӑс-хакӑл йӑли-йӗркине явӑҫтарас шанăç, савӑнӑҫ парнелет», - тесе унӑн сӑмахӗсене Кремлӗн Telegram-каналӗнче илсе кӑтартнă.
Президент ҫавӑн пекех вырӑс православи чиркӗвӗн тата ытти христиан конфессийӗсен обществӑна пӗрлештерес, Раҫҫейри чи пуян истори, культура еткерлӗхне перекетлес, ҫавӑн пекех ҫамрӑксене патриотла тата ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет воспитанийӗ парас ӗҫе тӳпе хывнине палӑртнӑ.
Вӑл тӗн организацийӗсем ыркӑмӑллӑх ӗҫӗсене тимлӗх уйӑрнине, пулӑшу кирлисене пулăшнине, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене тата ветерансене пулӑшса пынине, Раҫҫейри тӗнсем хушшинчи тата нацисем хушшинчи диалога ҫураҫтарма нумай ӗҫ тунине палӑртнӑ.
«Ҫакӑн пек пӗлтерӗшлӗ, кирлӗ ӗҫ чӗререн йышӑнма тивӗҫлӗ», — вӗҫленӗ сӑмахне Путин.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Новости РИА/Михаил Метцель.
https://iz.ru/2021441/2026-01-07/putin-pozdravil-pravoslavnykh-khristian-s-prazdnikom-rozhdestva-khristova

 

 

Путин православи христианӗсене Христос çуралнин уявӗпе саламланӑ
Путин православи христианӗсене Христос çуралнин уявӗпе саламланӑ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас