Кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери «Тавтапуҫ» кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак кун пире тав туни, ырӑ туни пирӗн пурнӑҫра кирлине аса илтерет.
Пишпÿлекри «Дюймовочка» ача сачӗн «Солнышко» ушкӑнра çак куна халалласа интереслӗ калаҫу иртнӗ, унта ачасем «тавтапуҫ» тени мӗне пӗлтерни пирки хӑйсен шухӑшӗсемпе паллаштарнă. Пӗчӗк япаласемшӗн — тус-юлташ пулӑшӑвӗшӗн, ашшӗ-амӑшӗн тӑрӑшӑвӗшӗн тата хӗвеллӗ куншӑн тав туни мӗн тери пӗлтерӗшлӗ пулнине сӳтсе явнă. Ачасем открыткӑсем тунă та вӗсене ача сачӗн ӗҫченӗсене тав сӑмахӗсемпе панă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри «Дюймовочка» ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public210640610