Çутă çул
-18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
15 Кӑрлач , 10:25
27

Çирĕклĕсем урамри çулсене юсассишĕн

Çирĕклĕ ялӗн пуҫаруллӑ ҫыннисем хӑйсен тӑрӑхӗнчи пурнӑҫа хӑрушсӑр та хӑтлӑ тӑвасшӑн.

Çирĕклĕсем урамри çулсене юсассишĕн
Çирĕклĕсем урамри çулсене юсассишĕн

Çирĕклĕ ялӗн пуҫаруллӑ ҫыннисем хӑйсен тӑрӑхӗнчи пурнӑҫа хӑрушсӑр та хӑтлӑ тӑвасшӑн.
Ҫула юсасси пирӗншӗн ҫивӗч ыйту. Шел те, ял урамӗсенчи ҫулӑн хальхи тӑрӑмӗ нормативлӑ требованисемпе килӗшсе тӑмасть, ҫакӑ чылай кансӗрлӗх ҫуратать.
Хамăр ялти ҫулсен тӑрӑмне лайӑхлатас тӗллевпе Çирĕклĕ ялӗн пуҫаруллӑ ҫыннисем ППМИ-2026 хутшӑнма йышӑннӑ. Кун валли вырӑнти пуҫарусене пулӑшакан программӑна хутшӑнма заявка панӑ, малтанхи пухăва ирттернӗ, унта ыйтусене сӳтсе явнӑ, пӗр саслӑ йышӑну тунӑ.
Çирĕклĕ ялӗнче вырӑнти пуҫарусене пулӑшмалли программӑна хутшӑнассипе ял тӑрӑхӗ хутшӑннипе пӗтӗмлетӳ пухӑвӗ иртнӗ. Пухӑннисем умӗнче Çирĕклĕ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Л.И. Романова, Г.П. Андреев депутат тата пуҫаруллӑ ҫынсем тухса калаҫнă. ППМИне хутшӑнма ялӑн пӗрремӗш черетлӗ ыйтӑвне суйланӑ. Халӑх муниципалитетпа, халӑхпа тата спонсорсемпе пӗрле укҫа-тенкӗ уйӑрассине палӑртнӑ, ҫавӑн пекех суту-илӳ ирттернӗ хыҫҫӑн перекетленӗ бюджет укҫипе усӑ курас ыйтӑва сӳтсе явнӑ.
- Программӑна пурнӑҫа кӗртессинче пӗтӗмлетӳ пухӑвӗ пӗлтерӗшлӗ тапхӑр шутланать, унӑн тӗп тӗллевӗ вара — ППМИне хутшӑнма проекта палӑртасси, суйласа илесси, пуҫару ушкӑнне суйласси, проекта пурнӑҫа кӗртме укҫа-тенкӗ тӳпи суммине палӑртасси, - тет ял тӑрӑхӗн депутачӗ Геннадий Андреев. - Центральная тата Молодежная урамсенче пурӑнакансен тӗп ыйтӑвӗ ялти ҫулсем. Центральная урама юлашки хут юсанăранпа пӗр вунӑ ҫул та иртнĕ ĕнтĕ. Молодежная урампа вара ҫурхи-кӗрхи тапхӑрта автомобильсене кӑна мар, ҫуран ҫӳрекенсене те ҫӳреме пачах йывӑр. Паллах, ял урамӗсем тикӗс, шӑтӑк-путӑксӑр, пылчӑксӑр пулччӑр тетпӗр. Паллах, хӑрушлӑхсӑр.
— Паха ҫулсем ялӑн кашни ҫыннине кирлӗ, ун тӑрӑх автомобильсемпе ҫуран ҫӳрекенсем, ачасемпе ватӑсем ирӗклӗн ҫӳреме пултарччӑр, васкавлӑ медицина пулӑшӑвне яланах илме май пултӑр, ҫулталӑкӑн кирек хӑш вӑхӑтӗнче те пирӗн урамсем илемлӗ пулччӑр, ял илӗртӳлӗхне ӳстерччӗр, — теҫҫӗ Çирĕклĕри хастарсемпе ӗҫ ветеранӗсем В.М. Платонов тата А.М. Артемьева.
Конкурсра ҫӗнтерес ӗмӗтпе пурӑнакансем ӗҫе пуҫӑннӑ. ППМИ-2026 хутшӑнас пуҫарӑва ырласа тӗрлӗ мероприяти ирттерме тытӑннӑ. Вырӑнти пуҫарусене пулӑшакан программа халӑхӑн пурнӑҫ пахалӑхне ӳстерме пулӑшать, анчах ял ҫыннисем палӑртнӑ тӗллевсене ӑнӑҫу тата пурнӑҫламалли уҫӑ-пуҫаруллӑ бюджетировани проекчӗ - ППМИ-пулнине шанаҫҫӗ.
Ирина ЕШТУКОВА,
пуҫару ушкӑнӗн председателӗ.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Ирина Ештукова

 

Çирĕклĕсем урамри çулсене юсассишĕн
Çирĕклĕсем урамри çулсене юсассишĕн
Çирĕклĕсем урамри çулсене юсассишĕн
Автор: Марина Иванова
Читайте нас