Паян ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан салтаксем тӑван ҫӗршыв умӗнчи таса тивӗҫне пурнӑҫласа куллен паттӑрлӑхпа ырми-канми тӑрӑшнине кӑтартаҫҫӗ. Вӗсем пирӗн ҫӗршыва хӳтӗлес тата пирӗн граждансен хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес тесе хӑйсен пурнӑҫӗсене хӑрушлӑха кӑларса тӑратаҫҫӗ.
Пирӗн паттӑрсене кил-ҫуртĕнче социаллӑ пулӑшу кирлӗ чи ҫывӑх та чи тӑван ҫынсем кӗтеҫҫӗ.
Хушăлкари вăтам шкулăн «Мужество» ВПК воспитанникӗсем хӑйсен ертӳҫипе Н. И. Петровпа пӗрле СВОна хутшӑнаканӑн амӑшне пулӑшнӑ. Вӗсем утӑ-улӑма рулонпа илсе килме, юртан хӳтӗлеме материалпа витме пулӑшнă.
Боец амӑшӗ пӗрремӗш хут мар пулӑшу ыйтать. Ачасем ӑна хаваспах пулӑшаҫҫӗ.
#БижбулякскийРайон
#МыВместе
#СвоихНеБросаем
#ВолонтерыШаймуратова
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри çамрăксен «Вектор» центрăн социаллă сетьри страницинчен.