#владимирпутин
Мускав тата Пӗтӗм Руҫ патриархӗ Кирилл январӗн 19-мӗшӗнче Раҫҫей Президентне Владимир Путина Мускаври Богоявленски кафедральнӑй соборӗнче кӑшарни кĕллинче православи ҫулпуҫӗ тенӗ.
«Эпир хамӑр патшалӑх пуҫлӑхӗ те православи тӗнӗ чӑн-чӑн, протокол тӑрӑх мар, ӗненӳ тӑрӑх православи ҫулпуҫӗ Владимир Владимирович [Путин] пулса тӑнӑ вӑхӑта ҫитрӗмӗр», — тесе унӑн сӑмахӗсене илсе кӑтартать «РИА Новости» агентство.
Вырӑс православи чиркӗвӗн пуҫлӑхӗ каланӑ тӑрӑх, ҫакӑ сӑваплӑ угодниксен кӗллисемпе Турӑ тӗлӗнтермӗшӗ пулса иртнине ҫирӗплетет.
Ҫак кун маларах Кремлӗн официаллӑ представителӗ Дмитрий Песков Путин Кăшарнине уявланӑ вӑхӑтра йӑлана кӗнӗ тӑрӑх купеле чӑмнине пӗлтернӗ. Кӑшарни патшалӑх пуҫлӑхӗшӗн те, Кремльти православи ӗҫченӗсемшӗн те пысӑк уяв тесе хушса хунă.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Новости РИА/ Алексей Майшев.
https://iz.ru/2027050/2026-01-19/patriarkh-kirill-nazval-putina-pravoslavnym-vozhdem