

Тӗп символ - 125 грамм таякан ҫӑкӑр татӑкӗ. Шӑпах ҫакӑн пек чи пӗчӗк норма пулнӑ Ленинград ҫыннисен чи йывӑр вӑхӑтсенче.
«Блокада ҫӑкӑрӗ» акципе килӗшӳллӗн Пишпӳлекри «Улыбка» ача сачӗн «Гномики» кӗҫӗн ушкӑнри ачасене «Блокада ҫӑкӑрӗ» мӗн иккенне паллаштарассипе заняти ирттернӗ. Вĕрентекен ачасене Ленинград ҫыннисем ҫӑкӑр илекен карточкӑсем мӗн иккенне каласа панă, вӗсем мӗнлерех пулнине кӑтартнă, ҫавӑн пекех ҫав вӑхӑтра ҫӑкӑр мӗнрен пӗҫернине те каласа кăтартнă.
Унтанпа миҫе ҫул иртрӗ пулин те, эпир ҫав ҫулсене асра тытатпӑр, вӑрҫӑ вӑхӑчӗпе блокада ачисем ҫинчен савӑнӑҫлӑ мар пулин те, ҫапах та историлле асӑну пама тӑрӑшатпӑр.
Эпир çăкăра упрама, тӑнӑҫ пурнӑҫа хаклама, халӑхӑмӑрӑн паттӑрлӑхне асра тытма вӗренетпӗр.
#УлыбкаБижбуляк
#акциииконкурсы
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри «Улыбка» ача сачĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club218299771