Çутă çул
-5 °С
Юр
Пур хыпар та
Общество
2 Нарӑсӑн , 12:40

Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ СВОра вилнисене асра тытмалли мерӑсем çинчен каланă

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗн Патшалӑх Пухӑвне янӑ Ҫырӑвӗн тепӗр теми, СВО боецӗсене, вӗсен ҫапӑҫусемпе ӗҫри паттӑрлӑхӗсене асра тытасси пулнӑ.

Ҫак темӑпа тӗплӗнрех Ҫыру пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх Радий Хабиров «Россия 24» федераци телеканалӗн тӳрӗ эфирӗнче пулнӑ интервьюра тухса калаҫнă.
«Пурнӑҫ ҫапла йӗркеленнӗ, эпир пурне те питӗ хӑвӑрт манатпӑр. Эпир ҫынсене, хушаматсене, фактсене, пулӑмсене, паттӑрлӑха манӑпӑр. Ҫавӑнпа та тунтикун Пушкӑртстан Республикинче пурӑнакансен ятарлӑ ҫар операцийӗнчи ӗҫ тата ҫар паттӑрлӑхне асра тытмалли мерӑсем пирки указ хатӗрлӗҫ, - ӑнлантарнă Радий Хабиров. - Ку Ҫырӑвӑн хушӑвӗсенчен пӗри».
Регион ертӳҫи каланӑ тӑрӑх, указпа никӗсленсе ятарлӑ комисси йӗркелӗҫ. Унта архивсем, СМИсем, общественность, патшалӑх структурисен представителӗсем кӗрӗҫ.
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ асӑнӑва асра тытасси — мемориалсем те, музейсем те, тӗрлӗ проектсем те нумай пулнине палӑртнӑ. Уфара кунашкал материала хатӗрлемелли вырӑна палӑртнӑ ӗнтӗ.
«Мемориалсем пирки шухӑшлама пуҫлама вӑхӑт. Вилнисен ашшӗ-амӑшӗпе, ҫар ҫыннисемпе тӗл пулсан вӗсем пӗр-пӗр районта, ял-хулара палӑк, обелиск тата ытти те лартасшӑн теҫҫӗ. Халӗ вырӑнсемпе композицисене палӑртмалла ӗнтӗ, - каланă Радий Хабиров. - Уфара эпир вырӑн палӑртрӑмӑр ӗнтӗ: эпир самай пысӑк лаптӑк тупрӑмӑр, ӑна ирӗке кӑлартӑмӑр, халӗ ӗнтӗ искусство представителӗсемпе ӗҫлеме пуҫлатпӑр. Паян правительствӑна проект тума укҫа-тенкӗ ҫӑлкуҫӗсене палӑртма хушнӑ. Ку пӗтӗм республикипех пысӑк ӗҫ пулӗ».

Сӑнӳкерчӗкĕ: Олег Яровиков / «Башинформ» ИА.

https://www.bashinform.ru/news/svo/2026-01-30/glava-bashkirii-rasskazal-o-merah-uvekovecheniya-pamyati-pogibshih-na-svo-boytsov-4557850

Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ СВОра вилнисене асра тытмалли мерӑсем çинчен каланă
Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ СВОра вилнисене асра тытмалли мерӑсем çинчен каланă
Автор: Марина Иванова
Читайте нас