#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин февралĕн 2-мӗшӗнче РФ Правительствине «Миссия Добро» пӗтӗм тӗнчери волонтерсен программипе килӗшӳллӗн туслӑ ҫӗршывсене гуманитари миссийӗсене анлӑлатма хушнӑ.
«Раҫҫей Федерацийӗн правительствине волонтерсен центрӗсен, коммерцилле мар организацисен тата обществӑлла аталану институчӗсен ассоциацийӗпе пӗрле «Добро.рф» халӑхсен хушшинчи волонтерсен программи шайӗнче пурнӑҫланакан гуманитари миссийӗсен тата туслӑ патшалӑхсене гуманитари пулӑшӑвӗн программине анлӑлатмалла», — тенӗ Кремлӗн официаллӑ сайтӗнче.
Хушма кӑтартусем ҫинчен калакан доклада 2026 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен памаллине палӑртнӑ, малалла кӑтартусене ҫулсерен сӳтсе явӗҫ. Яваплисене Михаил Мишустин премьер-министра тата Патшалӑх Думин ҫамрӑксен политикин комитечӗн председательне Артем Метелева лартнӑ.
Сăнÿкерчĕкĕ: http://static.kremlin.ru
https://iz.ru/2036069/2026-02-03/putin-poruchil-rasshirit-gumanitarnye-missii-v-druzhestvennye-strany