

#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин йӑлана кӗнӗ хаклӑхсене популяризацилекен яланхи ӗҫ ушкӑнне йӗркелеме хушнӑ. Кун пирки февралĕн 11-мӗшӗнче Кремль сайтӗнче пӗлтернӗ.
«Обществӑра ҫемьери ориентирлӑ хутлӑха йӗркелес, информаци хутлӑхӗнче йӑлана кӗнӗ ҫемье хаклӑхӗсене популяризацилес ыйтусемпе пӗрмаях ӗҫлекен ведомствӑсен хушшинчи ӗҫлӗ ушкӑн йӗркелемелле», — тенӗ патшалӑх демографипе ҫемье политикине пурнӑҫа кӗртес енӗпе ĕҫлекен Канаш ларӑвӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх.
Путин тата ҫак ӗҫ ушкӑнӗн ӗҫ-хӗлне тивӗҫтерме хушнӑ. Ҫак указа пурнӑҫа кӗртессине президент администрацине шаннӑ, ӑна пурнӑҫламалли вӑхӑт — кӑҫалхи апрелĕн 1-мӗшӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://kremlin.ru/