-8 °С
Пӗлӗтлӗ
Кистенлӗпуç клубӗн «Обелиск патне çул» патриотла акцинче обелиск таврашне юртан тасатнă, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă ентеш-салтаксене хисеплесе тав тунӑ. Акцине хутшăнакансем асӑну мемориалӗн ҫулне тасатнă, лапамри юра тасатнă, асӑну плитине тирпейленĕ, чечексене тӳрлетнĕ. Обелисксем пирки тӑрӑшни ӑрусен ҫыхӑнӑвне ҫирӗплетес тата историе упрас ӗҫре пӗлтерӗшлӗ тӳпе шутланать.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлӗпуç клубӗн социаллă сетьри страницинчен.