Çутă çул
-5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
20 Нарӑсӑн , 12:13

Амӑшӗн мӑнаҫлӑхӗ

Аит ялӗнчи сывлӑш-космос вӑйӗсен рядовойӗ Ильшат Давлетшин ҫарта чыслӑ хӗсметре тӑрать.

Амӑшӗн мӑнаҫлӑхӗ
Амӑшӗн мӑнаҫлӑхӗ

Аит ялӗнчи сывлӑш-космос вӑйӗсен рядовойӗ Ильшат Давлетшин ҫарта чыслӑ хӗсметре тӑрать.
Иртнӗ ҫулхи юпа уйӑхӗнче Пишпӳлек ялӗнчи Культура керменӗнче йӑлана кӗнӗ ҫарпа патриотизм пулӑмӗ иртнӗ, ӑна районти призывниксемпе ҫамрӑк ӑрӑва халалланă - Призывниксен кунӗ. Культура керменӗн залӗнче пухăннă аудитори умӗнче — район администрацийӗн тата ҫар комиссариачӗн представителӗсем, районти виҫӗ вӑтам шкулти аслӑ классенче вӗренекенсем тата вӗсен педагогӗсем, призывниксен ашшӗ-амӑшӗсем, çавӑн пекех Афганистанри ҫапӑҫусен, ятарлӑ ҫар операцин ветеранӗсем тата амăшĕсен ятĕнчен вӗрентсе, ҫулталӑкран ҫартан ҫитӗнсе, вӑйланса таврӑнччӑр тесе пиллесе, нумай ҫул Аит ял Совечӗн администрацийӗн ӗҫсен управляющийӗнче ĕçлекен Гульфия Табрисовна Давлетшина тухса сăмах каланă. Призывниксен ячӗпе, салтакра палӑртнӑ вӑхӑта тӳрӗ кӑмӑлпа та тивӗҫлипе служит тума шантарса, амӑшне чĕрĕ чечек ҫыххи парнелесе, унӑн ывӑлӗ Ильшат хурав сӑмахӗ каланă.
Тӑван Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ умӗн, эпир ҫар ҫыннин амӑшӗпе, ывӑлӗпе ялан ҫыхӑну тытаканскерпе, çыхăнтӑмӑр, унӑн служби çинчен ыйтса пӗлтӗмӗр.
- Ильшат пирӗн ҫемьере виҫҫӗмӗш ывӑл, - каласа парать Гульфия Давлетшина. - Унӑн аслӑ пиччӗшӗсем иккӗшӗ те салтакра службӑра тӑнӑ ӗнтӗ, ҫавӑнпа вӑл пысӑк кӑмӑлпа хӗсмете кайрĕ. Шкулта лайӑх вӗренчӗ. Спортпа туслӑ, хоккейла вылянӑ, Аитри «Ильдар Гимаев» хоккей командин хапхаҫи пулнӑ. Шкулти илемлӗ пултарулӑх ӗҫне хутшӑннӑ. Унӑн юлташӗсем нумай. Ӑна салтакран кӗтекен юратнӑ хӗрĕ пур. Кӑмӑлӗпе Ильшат тӗллевлӗ, хутшӑнуллӑ, ӗҫчен, питӗ яваплӑ та хӑй тӗллӗн. Аслисемпе кӗҫӗннисем тӗлӗшпе тӑрӑшаканскер. Эпир пысӑк та туслӑ ҫемье пулса пурӑннӑ: асанне, асатте, анне, атте тата виҫӗ пӗртӑван. Ильшат пӗчӗк чухне аслашĕпе асламăшĕ ăна пӑхатчӗç, ҫитӗнсен вăл вӗсене пулăшатчĕ ӗнтӗ. Шел те, халӗ аслашĕпе асламăшĕ чӗрӗ мар ӗнтӗ.
Аитри Фатих Карим ячĕллĕ вӑтам шкулта 11 класс пӗтернӗ хыҫҫӑн Ильшат Пушкӑрт аграри университетне вӗренме кӗчӗ. 2025 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче вӗренӗве ӑнӑҫлӑ вӗҫлерӗ, диплом илчӗ. 2025 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Раҫҫей Ҫарӗн ретне илчĕç. Хальхи вӑхӑтра Мускав облаҫӗнчи Барыбино хулинчи Сывлӑшпа космос ҫарӗсенче (ВКС) ПВО дивизийӗн 9-мӗш радиотехника полкне тивӗҫтерекен ротӑра хӗсметре тӑрать. Рядовой. Тиев транспорчӗ тытса пырассипе хушма хатӗрленӳ те иртет. Ҫар служби килӗшет ӑна. Халӗ те унӑн ҫӗнӗ туссем нумай.
- Ывӑл тӑватӑ уйӑх ҫеҫ хӗсметре тӑнӑ пулин те командирсенчен виҫӗ тав çырăвĕ илме ӗлкӗртĕмĕр ӗнтӗ, — тет салтак амӑшӗ. - Эпир ывӑлпа мухтанатпӑр, вӑл службӑра мӗнпур тӗрӗслеве тивӗҫлипе тӳссе ирттерессе, хӑйӗн характерне пиҫӗхтерессе, ӗмӗр тӑршшӗпех кирлӗ пулакан хаксӑр опыт туянасса шанатпӑр. Питӗ хытӑ юрататпӑр ӑна, киле чӑтӑмсӑррӑн кӗтетпӗр.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Владимир Смолов.

Амӑшӗн мӑнаҫлӑхӗ
Амӑшӗн мӑнаҫлӑхӗ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас