Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров муниципалитетсен администрацисен пуҫлӑхӗсене ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен амӑшӗсене, арӑмӗсене, йӑмӑкӗсемпе хӗрӗсене уйрӑм тимлӗх уйӑрма хушнӑ.
«Умра хӗрарӑмсен уявӗ — мартăн 8-мӗшӗ. Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне халалласа районсемпе хуласен пуҫлӑхӗсене уяв мероприятийӗсем ирттерме хушатӑп. Сирӗн районсене аталантарма тӳпе хывакан хӗрарӑмсене йыхравлӑр. Уява салтаксен арӑмĕсене, тӑлӑх арӑмĕсене, амӑшӗсене чӗнӗр. Вӗсене тавтапуҫ калӑр», — тенӗ Радий Хабиров.
Аса илтеретпӗр, ҫуркуннен пӗрремӗш ӗҫ эрни виҫӗ кунлӑх канмалли кунсемпе вӗҫленет. Пушкӑртстанра пурӑнакансем Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне халалласа хушма кун канӗҫ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Эдуард Кускарбеков / «Башинформ».