Çутă çул
-12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
6 Мартӑн , 10:53

Мартӑн 8-мӗшӗ тӗлне аннесем валли парне

Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн 5 «а» класра открыткӑсем хатӗрлекен пултарулӑх мастерскойне йӗркеленӗ.

Мартӑн 8-мӗшӗ тӗлне аннесем валли  парне
Мартӑн 8-мӗшӗ тӗлне аннесем валли парне


Ҫуркунне пире савăк кӑмӑл-туйӑм, лайӑх эмоцисен тинӗсӗ тата хӗрарӑмсен чаплӑ уявӗ - мартӑн 8-мӗшӗ - илсе килет.
Ҫак кун эпир хамӑр тӑвансене, ҫывӑх юлташсене темӗнле уйрӑм парнепе тӗлӗнтересшӗн. Эпир пурте пӗлетпӗр ӗнтӗ, уйрӑм пулсан — ӑна хамӑр алӑпа тунине пӗлтерет. Вӗсем чечексем те, алӗҫӗсем те, чи лайӑх сунакан открыткӑсем те пулма пултараҫҫӗ.
Мартӑн 8-мӗшӗ тӗлне хӑвăр аллӑрпа ӑсталанӑ ал ӗҫĕ юратнӑ аннесем валли илемлӗ, чунлӑ тата кӑмӑллӑ парне пулӗ. Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн воспитани енӗпе ӗҫлекен директорӑн канашҫи А.М. Маликова пуҫарнипе 5 «а» класра открыткӑсем хатӗрлекен пултарулӑх мастерскойне йӗркеленӗ.
Шӑпах аннесем хӑйсен ачисенчен хӑйсем тунӑ парнесене илме юратаҫҫӗ-ҫке. Вӗсем вӗсене чӑннипех хаклаҫҫӗ, нумай ҫулсем тăршшĕ упраҫҫӗ, чунра каллех кӑмӑллӑ аса илӳсене хускатас тесе, вӑхӑтран-вӑхӑта ҫӗнӗрен пӑхса тухаҫҫӗ.

#Бижбуляк2школа
#НавигаторыДетстваРБ
#8марта
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/bssh2

 

Мартӑн 8-мӗшӗ тӗлне аннесем валли  парне
Мартӑн 8-мӗшӗ тӗлне аннесем валли  парне
Мартӑн 8-мӗшӗ тӗлне аннесем валли  парне
Мартӑн 8-мӗшӗ тӗлне аннесем валли  парне
Мартӑн 8-мӗшӗ тӗлне аннесем валли  парне
Мартӑн 8-мӗшӗ тӗлне аннесем валли парне
Автор: Марина Иванова
Читайте нас