Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ пурне те тӑнӑҫлӑх, ырлӑх тата юрату суннă.
Вӑраха тӑсӑлнӑ юр ҫуса ирӗлнӗ хыҫҫӑн Пушкӑртстанра каллех уяр сивӗ ҫанталӑк пуçланчĕ. Хӗвел пӑхрӗ.
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров хӑйӗн кабинечӗн чӳречинчен çурхи Уфан тӗлӗнмелле сӑн-сӑпачӗсене кӑтартнă, хӑйӗн ырӑ кӑмӑлӗпе пайлашнă.
«Ак ҫакӑн пек ҫуркунне пирӗн Пушкӑртстанра. -10 градус, мартăн 5-мӗшӗнче. Анчах эпир пурте тӗлӗнмелле кӑмӑл-туйӑмлӑ, мӗншӗн тесен мартăн 8-мӗшӗ умра. Эпир пирӗн хаклӑ, савнӑ хӗрарӑмсене: аннесене, арӑмсене, аппасене, кукамайсене, юлташӑмӑрсене — ҫурхи чи пысӑк уяв ячӗпе саламлӑпӑр. Пуриншӗн те тӑнӑҫлӑх, ырӑлӑх тата юрату!» - суннă вӑл хӑйӗн ҫырӑнаканĕсене видеопостра.
Сăнÿкерчĕкĕ: стоп-кадр / Радий Хабировăн официаллă телеграм-каналĕ.
https://www.bashinform.ru/news/social/2026-03-05/radiy-habirov-podelilsya-nastroeniem-v-preddverii-8-marta-4603075