#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ общество пурнӑҫӗнче чылай япала шӑпах хӗрарӑм ҫинче тытӑнса тӑнине палӑртнă.
Патшалӑх Пуҫлӑхӗ Раҫҫей хӗрарӑмӗсене Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗпе саламланă, пурнӑҫра нумайӑшӗ шӑпах вӗсен таланчӗ, яваплӑхӗ тата юратӑвӗ ҫинче тытӑнса тӑнине палӑртнă, Владимир Путин сӑмахӗсене пӗлтерет ТАСС.
«Хаклӑ хӗрарӑмсем, пурнӑҫра нумайӑшӗ шӑпах сирӗн ҫинче, пултарулӑхӑр, пултарулӑх вӑй-халӑр, юрату, кирек мӗнле ӗҫе те пуҫӑнакан чи пысӑк яваплӑх ҫинче тытӑнса тӑнине пӗлетпӗр», - тенӗ Путин хӑйӗн саламӗнче.
Мартӑн 8-мӗшӗнче пур ҫӗрте те хӗрарӑмсем мӗн тунӑшӑн арҫынсенчен «юрату, тав тата хисеп сӑмахӗсем» илтӗнеҫҫӗ «килте те тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисем валли, ӗҫре те, хӑш чухне питӗ кӑткӑс професси заданийӗсене пурнӑҫласа».
«Эсир чӑнах та пурне те ӗлкӗретӗр. Ачасене тимлӗхпе хупӑрласа илетӗр, тӗрлӗ сферӑра тӗлӗнмелле ҫитӗнӳсем тӑватӑр. Вӑйпа черченлӗхе, харсӑрлӑхпа ҫепӗҫлӗхе пӗрлештеретӗр», - палӑртнă Раҫҫей президенчӗ.
Сăнÿкерчĕкĕ: РФ президенчӗн пресс-служби / Кремль.ру.