Çутă çул
-26 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
9 Мартӑн , 13:16

Анне - пӗрремӗш сӑмах...

Пишпӳлекри 2-мĕш вăтам шкулти 3 «а» класра вӗренекенсем йӑлана кӗнӗ тӑрӑх хӑйсен юратнӑ амӑшӗсене уява чӗннӗ.

Анне -  пӗрремӗш сӑмах...
Анне - пӗрремӗш сӑмах...


Анне - пӗрремӗш сӑмах... Çак тӗнчене килсен эпир чи малтан аннене тӗл пулатпӑр!
Анне - пирӗн пирӗшти управҫӑ. Тасалӑх, ҫепӗҫлӗх, илем символӗ!
Ҫак уява эпир ҫуркунне пуҫламӑшӗнче паллӑ туни ӑнсӑртран мар. Ку вӑл ҫутҫанталӑк ҫӗнелсе ылмашăнакан вӑхӑт.
Пишпӳлекри 2-мĕш вăтам шкулти 3 «а» класра вӗренекенсем йӑлана кӗнӗ тӑрӑх хӑйсен юратнӑ амӑшӗсене уява чӗннӗ. Пурте пӗрле «Эпӗ вӗренме юрататӑп» уяв урокне хутшӑннă. Унта ачасем хӑйсен вӗренӳ ӑсталӑхӗпе хӑнӑхӑвӗсене кӑтартнӑ, ҫавӑн пекех амӑшӗсене малтанах хатӗрленӗ сӑвӑсемпе юрӑсем тата открыткӑсем парнеленӗ. Хӗрачасем ҫурхи тумсемпе дефиле ирттернĕ, хӑйсен чун киленӗҫӗсене кӑтартнӑ: шӑрҫалани, ӳкерни, ҫӗлени. Уявра амӑшӗсем те хӑйсен чун туртӑмӗпе паллаштарнă. Шарапова Зульфия Гиззаровна ҫыхассипе тата ал ӗҫӗн ытти тӗсӗпе кӑсӑкланать. Коваленко Алла Геннадьевна мероприятие илем кӳнӗ алмаз тӗррин чаплӑ коллекцине тӑратнӑ.
Юлашкинчен аннесем уявла чей ĕçессине йӗркеленĕ. Арҫын ачасем вара хӗрачасене саламланă.
Уяв ячӗпе пирӗн савнӑ хӗрачасем, аннесем, кинемейсем!

#Бижбуляк2школа

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/bssh2

 

Анне -  пӗрремӗш сӑмах...
Анне -  пӗрремӗш сӑмах...
Анне -  пӗрремӗш сӑмах...
Анне -  пӗрремӗш сӑмах...
Анне - пӗрремӗш сӑмах...
Автор: Марина Иванова
Читайте нас