Пишпӳлекре «Хӗрарӑм формачӗ» форум пулнă. Мартăн 8-мӗшӗ тӗлне халалланӑ мероприяти пӗтӗм районти хастар хӗрарӑмсене пухнă. Районти Культура керменĕн лапамӗнче ташӑпа алӗҫ, пата çинче тăрассипе ӑсталӑх класӗсем, сывлӑхпа илем ҫинчен лекцисем, психологпа тата нумай ҫул стажлӑ ҫемье мӑшӑрĕсемпе тӗлпулусем иртнĕ. Ҫавӑн пекех курав-суту-илӳ, фотозона, фуршет тата парне вылявӗ йӗркеленӗ. Хӗрарӑмсене ҫывхарса килекен уявпа саламлама район администраци пуҫлӑхӗн тивĕçĕсене пурнăçлакан Артур Галеев, чипер арӑм представителӗсене ҫурхи кӑмӑл-туйӑма тата хаклӑ ӗмӗтсене пурнӑҫлама суннӑ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/officialbiz