Уфари Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне халалланӑ савӑнӑҫлӑ каҫра Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Пысӑк та туслӑ ҫемье çулталӑкне старт панă.
Уявра республика мӑнаҫланакансене: нумай ачаллӑ аннесене; профессире ҫитӗнӳ тунӑ хӗрарӑмсене; общество ӗҫченӗсене тата кашни кун ҫемье вучахне упракансене пухнă.
– Ҫак ҫула пирӗн республикӑра Пысӑк та туслӑ ҫемье çулталӑкӗ тесе пӗлтернӗ. Паян, ҫак уяв кунӗнче, кӑҫалхи чи пӗлтерӗшлӗ мероприятисене старт пама сӗнетӗп. Ачаллӑ ҫемьесене пулӑшас, ҫемье хаклӑхӗсене ҫирӗплетес, пирӗн республикӑн нумай нациллӗ пӗрлӗхне пӗрлештерес тӗлӗшпе нумай ӗҫ тумалла, - тенӗ савӑнӑҫлӑ уява хутшӑнакансене Радий Хабиров.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗн пресс-служби.