«Республика LIVE» программӑн ҫӗнӗ кӑларӑмӗнче Радий Хабиров хутшӑннипе эрнери тӗп пулӑмсене пӗтӗмлетнӗ. Тӗп тимлӗхе апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗн ыйтӑвӗсене тата Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне уявлассине палӑртнӑ.
Чишмара регион Пуҫлӑхӗ ҫӗнетнӗ «ВкусЛайн» завода ҫитсе курнӑ. Ҫӗнӗ цехсем хута яни республикӑри шкулсем валли ача-пӑча тата диета апат-ҫимӗҫӗн ассортиментне анлӑлатма, ҫавӑн пекех СВО зонинчи боецсем валли ятарлӑ продукципе тивӗҫтерессине ӳстерме май парать. Апатлану пахалӑхӗн теми Уфари регион операторӗсен республикӑри III форумӗнче малалла тӑсӑлнӑ, унта Радий Хабиров экспертсемпе отраслӗн стратегилле планӗсене сӳтсе явнӑ.
Эрне вӗҫӗнче оперӑпа балет театрӗнче тата «Торатау» конгресс-холра савӑнӑҫлӑ мероприятисем пулнă. Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ республикӑри пӗчӗк принцессӑсемпе хӗрарӑмсене мартăн 8-мӗшӗ ҫывхарса килнĕ ятпа саламланă, тӗрлӗ професси представителӗсене патшалӑх наградисем парса чысланă.
https://mgazeta.com/news/novosti/2026-03-10/rabochaya-nedelya-glavy-bashkirii-fokus-na-sotsialnuyu-sferu-i-podderzhku-zaschitnikov-4607591