Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
16 Мартӑн , 09:04

Путин Кирилл патриарха епископ службине пуҫланӑранпа 50 ҫул ҫитнӗ ятпа саламланӑ

Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Мускав тата пӗтӗм Руҫ патриархне Кирилла епископ службине пуҫланӑранпа 50 ҫул ҫитнӗ ятпа саламланӑ. Кун пирки пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Кремлӗн официаллӑ сайтӗнче пӗлтернӗ.

Путин Кирилл патриарха епископ службине пуҫланӑранпа 50 ҫул ҫитнӗ ятпа саламланӑ
Путин Кирилл патриарха епископ службине пуҫланӑранпа 50 ҫул ҫитнӗ ятпа саламланӑ

"Сире хӑвӑр епископ службине пуҫӑнӑранпа 50 ҫул ҫитнӗ ятпа чун-чӗререн саламлатӑп. Вырӑс православи чиркӗвӗн, Тӑван ҫӗршывӑн тата халӑх ырлӑхӗшӗн ырми-канми хастар ӗҫлени Сире чи тарӑннӑн йышӑну турӗ", - каланă вӑл.

Рф президенчӗ Кириллӑн ӑслӑ сӑмахӗ нумай ҫулсем хушши обществӑна пӗрлештерме пулӑшнине, ырӑлӑха, тăнăçлăха тата тӗрӗслӗхе чӗннине, ҫынсене ӑс-хакӑл тӗрекӗ тупма пулӑшнине каланӑ.

Ҫавӑн пекех патшалӑх пуҫлӑхӗ патриархӑн ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшас, ҫитӗнекен ӑрӑва воспитани парас, кӑмӑл-сипет тата патриотизм идеалӗсене ҫирӗплетес, ҫавӑн пекех ҫемье хаклӑхӗсене тата Раҫҫейӗн сайра тӗл пулакан культура еткерлӗхне сыхласа хӑварас енӗпе тӑрӑшнине уйрӑмах палӑртнӑ.

https://iz.ru/

Сăнÿкерчĕкĕ: РИА Новости/Вячеслав Прокофьев

Путин Кирилл патриарха епископ службине пуҫланӑранпа 50 ҫул ҫитнӗ ятпа саламланӑ
Путин Кирилл патриарха епископ службине пуҫланӑранпа 50 ҫул ҫитнӗ ятпа саламланӑ
Автор:
Читайте нас