Пушкӑртстан Республикин правительствинчи оперативлӑ канашлура Пушкӑртстан Республикин Пуҫлӑхӗ муниципалитетсене, шкул директорӗсене тата ашшӗ-амӑшӗсен пӗрлӗхне ҫитес каникул тапхӑрӗнче ачасем валли хушма вӗренӳ, культура тата спорт мероприятийӗсем ирттерессине пӗрле шухăшласа тивӗҫтерме хушнӑ.
Радий Хабиров палӑртнӑ тӑрӑх, каникул — шкул ачисемшӗн савӑнмалли вӑхӑт, ачасене кантарни кӑна мар, усӑллӑ занятисем валли хушма майсем пурри те, тимлĕхсĕр юлманни те пӗлтерӗшлӗ. Вӑл республикӑри ҫамрӑк ҫынсен канӑвне йӗркелес ӗҫе яваплӑ пыма чӗнсе каланă.
Сăнÿкерчĕкĕ: «Башинформ» ИА/архив.