Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
25 Мартӑн , 10:52

Уфара Радий Хабировпа Анна Цивилева СВО ветеранӗсене автомобиль уҫҫисене панӑ

Уфана «Защитники Отечества» фонд председателӗ Анна Цивилева ӗҫлӗ визитпа килнӗ.

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗпе Радий Хабировпа пӗрле вӗсем йывӑр аманнӑ ятарлӑ ҫар операцийӗн ветеранӗсемпе тӗл пулнӑ. Ветерансем валли пӗлтерӗшлӗ парнесем — ҫӳрекен электричество кӳмисем тата алӑпа тытса пыракан автомобильсем — хатӗрленӗ.

Кӳмесене Кумертау хулинчи Ренат Гильмутдинова тата Уфари Айрат Нуриева панă. Икӗ боец та, çар задачисене пурнӑҫласа, йывӑр аманнӑ. «Защитники Отечества» патшалӑх фончӗн машинисене вара Вильмир Кильмаматова, Ильнур Гареева тата Ильшат Алимгузина панă. Кун пек автомобильсене ятарласа урисене мӑшӑрлӑ ампутациллӗ ветерансем валли хатӗрленӗ – вӗсемпе боецсене тивӗҫтерме йышӑннине ҫӗршыв президенчӗ Владимир Путин ырланӑ.

Радий Хабиров паттӑрсене чӗнсе каланӑ, СВОна хутшăнакансемшен тӑрӑшасси – тӗп тӗллевсенчен пӗри пулнине палӑртнӑ. Республика вӗсен умӗнче тӳлейми парӑмра пулнине, кашнине ытарайманнине, хисепленине, пур ветеранпа та яланах ҫыхӑнура юлнине каланă вӑл. Регион пуҫлӑхӗ вӗсене пӗтӗм Пушкӑртстанран хӑйсен ҫар ӗҫӗшӗн пуҫ тайнӑ.

Анна Цивилева вара ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансемпе ветерансем — ҫӗршывӑн тӗрекӗпе шанчӑкӗ пулнине палӑртнă. Вӑл боецсене Тӑван çӗршыва хӳтӗлеме тӑнӑшӑн тав тунă, патшалӑх фончӗн миссийӗ — хӳтӗлевҫӗсем хӑйсене май килнӗ таран хӑтлӑ туйччӑр тесе пулӑшасси, пулӑшасси тата хул пуҫҫине лартасси тесе хушса хунă.

– Ҫаксене пурне те эпир сирӗнтен кашнинех хисеплесе тӑватпӑр, — тенӗ Анна Цивилева.

https://mgazeta.com/news/novosti/2026-03-24/v-ufe-radiy-habirov-i-anna-tsivileva-vruchili-veteranam-svo-klyuchi-ot-avtomobiley-4625925

Уфара Радий Хабировпа Анна Цивилева СВО ветеранӗсене автомобиль уҫҫисене панӑ
Уфара Радий Хабировпа Анна Цивилева СВО ветеранӗсене автомобиль уҫҫисене панӑ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас