Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров тӗп хула администрацийӗн ертӳлӗхне апрелӗн 2-мӗшӗнче пилотсӑр вӗҫекен аппаратсен атакине пула шар курнӑ пурӑнмалли ҫурта кӗске вӑхӑтра юсама хушнӑ. Ҫакӑ республика правительствин ЦУРти оперативлӑ канашлӑвӗнче янӑранă.
«Час-часах эпир пилотсӑр хӑрушлӑх ҫинчен пӗлтеретпӗр. Апрелӗн 2-мӗшӗнче самаях вӑйлӑ атака пулчӗ. Оборона министерствине тата пирӗн предприятисене сыхлакан службӑна тивӗҫлипе хакламалла. Тӑхӑр пилотсӑр вӗҫекенсене персе антарнӑ, пӗри пурӑнмалли ҫурта лекнӗ. Турра шӗкӗр, вилнисем çук», — пӗлтернӗ Радий Хабиров.
Регион пуҫлӑхӗ Уфа мэрне Ратмир Мавлиева сиенленнӗ ҫурта май килнӗ таран юсама кӑна мар, пилотсӑр вĕçекен килнипе ҫыхӑннӑ пур ыйтусене те татса пама хушнӑ.