+14 °С
Облачно


Кӑҫал эпир уйрӑм юбилее — ҫын космоса пӗрремӗш хут вӗҫнӗренпе 65 çул ҫитнине паллӑ тӑватпӑр!
Космос теми ачасемпе аслисемшӗн яланах илӗртӳллӗ, мӗншӗн тесен космос вӑл – илем, вӑрттӑнлӑх, ҫӗнӗ пӗлӳ тата фантази анлӑшӗ.
Уява халалласа Пишпÿлекри 2-мӗш вăтам шкулта «Ҫӑлтӑрсене хирĕç» ӳкерчӗксен куравне йӗркеленĕ, «Çӑлтӑрсен вӗҫӗ-хӗррисӗр океанӗнче» хӑма илемлетнĕ (В. Дмитриченко - 9-мĕш кл.), 1-мӗш класра вӗренекенсемпе вара космонавт шлемне тунă.
#Бижбуляк2школа
#НавигаторыДетстваРБ
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мӗш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/bssh2