Çутă çул
+17 °С
Облачно
Общество
13 Апреля , 10:36

Космонавтика кунне халалланă класс сехечĕ иртнĕ

Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн 3 «Б» класра ҫак уява халалланӑ «Тӳпене парӑнтаракансем» класс сехечӗ иртнӗ.

Космонавтика кунне халалланă класс сехечĕ иртнĕКосмонавтика кунне халалланă класс сехечĕ иртнĕ
Космонавтика кунне халалланă класс сехечĕ иртнĕ

Космонавтика кунне пӗтӗм тӗнче паллӑ тӑвать. Ҫак уяв Юрий Гагаринӑн легендарлӑ вӗҫевне пула пуçланнӑ. Ку уйрӑм кун — наука триумфӗн кунӗ тата паян космос отраслӗнче вӑй хуракансен, пирӗн ҫӑлтӑрсем ҫинчен ӗмӗтленнисене чӑнлӑх туса пыракансен кунӗ.
Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн 3 «Б» класра ҫак уява халалланӑ «Тӳпене парӑнтаракансем» класс сехечӗ иртнӗ. Ачасем космос тӗнчине путнă: илӗртӳллӗ викторинӑна хутшӑннă, йывӑрӑшсӑрлӑх, космонавтсен апат-ҫимӗҫӗ ҫинчен пӗлнĕ. Ҫавӑн пекех виҫҫӗмӗш космонавт А.Г. Николаев пирки те кӑсӑклине нумай пӗлнĕ. Пӗтӗмлетсе ӳкерчӗксен пӗчӗк куравне илемлетнĕ.

#Бижбуляк2школа
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/bssh2

 

Космонавтика кунне халалланă класс сехечĕ иртнĕ
Космонавтика кунне халалланă класс сехечĕ иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас