

Апрелĕн 12-мӗшӗнче Раҫҫейре пӗрремӗш космос вӗҫевне паллӑ туса Космонавтика кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак кун 1961 ҫулта «Восток» караппа Юрий Гагарин этемлӗх историйӗнче пӗрремӗш хут космоса кайнӑ. Эпир ҫак куна астӑватпӑр, шӑпах пирӗн, вырӑс ҫынни, космос анлӑшне парӑнтарнипе мухтанатпӑр. Космоса тӗпчесси — пӗтӗм этемлӗхшӗн питӗ кирлӗ япала. Кистенлĕри ял библиотекин библиотекарӗ «Пысӑк космос ҫулҫӳревӗ» пӗлӳ сехечӗ ирттернӗ. Ачасем ҫӑлтӑрсемпе планетӑсен ытарлӑ тӗнчине путнă, космонавтика аталанӑвӗн историйӗпе паллашнă. Мероприяти вӑхӑтӗнче ҫамрӑк вулакансем космос ҫинчен ҫырнӑ сӑвӑсене аса илнĕ, хӑйсем валли кӗнекесем суйланă. Библиотекăра «Космос одиссейи!» курав йĕркеленĕ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлĕри ял библиотекин социаллă сетьри страницинчен.