

Парад Уфари Октябрь проспектӗнче 12:00 (0+) сехетре иртӗ. Кӑнтӑрлахи апатран пуҫласа каҫчен Вырӑс драма театрӗ умӗнчи тӳремре концерт площадки ӗҫлӗ. Хулари район паркӗсенче те кӑнтӑрла музыкантсем тухӗҫ.
Унсӑр пуҫне хулара палӑксем умне чечек хумалли церемонисем йӗркелеҫҫӗ, "Кашкадан" парк территорийӗнче каҫхине патриотла фильм кӑтартӗҫ.
Аса илтеретпӗр, Майăн 9-мӗшӗ умӗн Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтернӗренпе 81 ҫул ҫитнине халалланӑ 77-мӗш ҫӑмӑл атлетика эстафети Уфа администрацийӗн, Уфан физкультурӑпа спорт Управленийӗн тата "Ҫамрӑксен хаҫачӗн" редакцийӗн парнисене тивӗҫӗ. Ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Уфари Ҫӗнтерӳ паркӗнче Уфари шкул ачисемпе студентсем, ҫавӑн пекех спорта тата сывӑ пурнӑҫ йӗркине юратакансем пурте старта тухӗҫ.
Сăнÿкерчĕкĕ:Розалия Хисаева / fotobank02.ru