

Ҫу уйӑхӗнче республикӑра пурӑнакансене патшалӑх тата тӗн уявӗсене уявланӑ май канмалли кунсем кӗтеҫҫӗ. Сӑмахран, ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 3-мӗшӗччен Ҫуркуннепе Ӗҫ уявне, ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнчен пуҫласа 11-мӗшӗччен Ҫӗнтерӳ кунне паллӑ тӑвӗҫ. Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Курбан-байрам уявне палӑртнӑ.
Уяв кунӗсем умӗн ӗҫ вӑхӑтне пӗр сехете кӗскетме палӑртнӑ. Ку çак датăсене пырса тивет: ака уйӑхӗн 30-мӗшӗ, ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗ тата ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗ. Раҫҫей Федерацийӗн Ӗҫ кодексӗн 120 статйипе килӗшӳллӗн, ҫуллен тӗп е хушма тӳлевлӗ отпуск панӑ чухне ӗҫлемен уяв кунӗсене отпускӑн календарь кунӗсен шутне кӗртмеҫҫӗ.
Пишпÿлек районĕнчи Республикӑри Халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центр.