

Радий Хабиров «Башинформ» корреспондентне «От благодарного народа Башкортостана» ҫӗнӗ медаль пирки каласа кӑтартнӑ.
Регион пуҫлӑхӗ Радий Хабиров «Башинформ» информаци агентствине панӑ интервьюра республикӑн ҫӗнӗ патшалӑх наградине — «От благодарного народа Башкортостана» медале —йӗркелес шухӑш пирки каласа кӑтартнӑ. Медале пӗрремӗш хут Уфари Совет тӳремӗнче панă ĕнтĕ.
Корреспондент ҫӗнӗ награда тӑвас шухӑш мӗнле пуҫланса кайни пирки ыйтсан Радий Хабиров ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫланнӑранпа республикӑра пурӑнакансем пӗр пулни тӗлӗнтернине палӑртнă.
«Пӗлетӗр-и, ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫлансан эпӗ ҫакӑнтан тӳрех тӗлӗнетӗп — пӗтӗм республикӑра пурӑнакан халӑхăн ҫакӑн пек пӗрлӗх пулса иртрӗ. Ҫынсем те питӗ расна: предприяти ертӳҫисем, ахаль рабочисем тата пӗчӗк ачасем те — шкул ачисем. Пирӗн вӗсене тав тумалла тесе шухӑшларӑм, награда пулмалла, мӗншӗн тесен вӗсем питӗ пысӑк патшалӑх ӗҫне пурнӑҫлаҫҫӗ», — тенӗ Радий Хабиров.
Республика пуҫлӑхӗ çӗнӗ медаль Пушкӑртстан наградисен хушшинче, Шаймуратов генералӑн медалӗпе орденӗ пекех, хисепленессе шаннине пӗлтернӗ.
Вӑл Шаймуратов генералӑн пӗрремӗш номерлӗ орденне мухтавлӑ ветерана Мугин Нагаева панине аса илтернӗ. Ҫавӑн пекех «От благодарного народа Башкортостана» пӗрремӗш медале мӗншӗн республика правительствин премьер-министрне Андрей Назарова панине ӑнлантарнă.
Регион ертӳҫи каланӑ тӑрӑх, паян влаҫсен хӑйсен хӑнӑхнӑ тивӗҫӗсене кăна мар, нихӑҫан та туман ӗҫ-пуҫпа аппаланма тивет.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Олег Яровиков | «Башинформ» ИА.