

Çирĕклĕ ял тӑрӑхӗнче йӑлана кӗнӗ субботниксем иртнӗ, унта ҫынсем Çимĕк умӗн масарсен территорине йӗркене кӗртнĕ.
Ӗҫе хастар, туслӑ та пӗр шухӑшлӑ тытӑннă. 30 ытла ҫын субботниксене тухнӑ. Курӑка ҫулнӑ, ҫӳп-ҫапа, ӳсен-тӑран юлашкине тасатнӑ.
Техникӑсӑр, арҫын аллисӗр кун пек задачӑна пурнӑҫлама йывӑр пулӗччӗ, анчах арҫынсем шанăçа тÿрре кăларнă.
Ял канашӗн депутачӗсем А.И. Иванов тата Ю.И. Иванов Çирĕклĕ тата Ситек масарӗсем умне урапасем лартнă. Ял арҫыннисем масарсен ӑшӗнчи, ҫавӑн пекех ҫывӑхри территорисем таврашӗнчи курӑка триммерсемпе ҫулнă. Хӗрарӑмсем ҫулнӑ курӑкпа ҫӳп-ҫапа пуҫтарса урапасем ҫине илсе тухнă.
Ҫавна пула: тунӑ ӗҫсенчен илем, тасалӑх тата кăмăллă. Сӳрӗккӗн юлманнисене, чи пӗлтерӗшлӗ те яваплӑ ӗҫе хутшӑннисене пурне те тав.
Çирĕклĕ ял тӑрӑхӗнче пурӑнакан хисеплӗ ҫынсемпе хӑнасем! Çимĕкчен нумаях юлмарӗ, тӑванӑрсен вилтӑприсене пуҫтарма каяссине пӗлетпӗр. Ҫулран ҫул масарсем çинчи ҫӳп-ҫап тӑвӗсене илсе тухакан ҫынсен ӗҫне хаклӑр, тархасшӑн. Искусственнӑй чечексене, пакетсене, банкӑсене, кӗленчесене, киҫтӗксене тата ытти вак-тӗвеке илсе кайса ҫывӑхри ТКО пухмалли контейнерсене пӑрахӑр. Тата масар ҫинчи вӗрене тата ытти ӳсен-тӑран чӑтлӑхӗсенчен, ҫавӑн пекех канфет хучӗсенчен килсе кайнӑ хыҫҫӑн мӗнле хӑтӑлмалли майсем шухӑшласа пӑхӑр. Тавтапуҫ ӑнланнӑшӑн. Масарсене тирпей-илем кӗртес ӗҫе тӑтӑшах хутшӑнакансене пурне те тавтапуç. Сывлӑх та ырлӑх сире. Ҫывхарса килекен Çимĕк уявӗпе!
Сăнÿкерчĕкĕ: Çирĕклĕ ял Совечĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public209222636