Çутă çул
+9 °С
Облачно
Общество
2 Июня , 07:41

Ачасене хӳтӗлемелли кун ячӗпе!

Пишпӳлек ялӗн тӗп площадĕнче ачасем валли ҫутӑ уяв пулнă.

Ачасене хӳтӗлемелли кун ячӗпе!Ачасене хӳтӗлемелли кун ячӗпе!
Ачасене хӳтӗлемелли кун ячӗпе!

 

Сывӑ-и, ҫу кунӗсем!

Пишпӳлек ялӗн тӗп площадĕнче ачасем валли ҫутӑ уяв пулнă. Программӑра — ҫамрӑк артистсем хутшӑнакан уяв концерчӗ, ҫавӑн пекех тӗрлӗ интерактивлӑ площадкӑсем: вӑйӑ зонисем тата пӗлӳ мастерскойӗсем.

Пишпÿлекри Ача-пӑча пултарулӑх центрӗ мероприятие йӗркелеме хастар хутшӑннӑ, икӗ тематика площадки – «Спортивная» тата «Музыкальная» - тӑратнӑ.

Ачасем хастар хутшӑннăшăн, пурте пылак парнесем илнĕ.

«Соловушки» тата «Искорки» пӗрлешӳсенче вӗренекенсем (вĕрентекенĕ О. Г. Карпова) хатӗрленӗ музыка номерӗсем уйрӑмах тимлӗ пулнă.

Пирӗн учрежденипе район пурнӑҫне хастар хутшӑннӑшӑн пултаруллӑ вӗренекенсене Илария Гавриловапа Наталья Касимована («Шӑрҫа хыҫҫӑн шӑрҫа» пӗрлешӳ, вĕрентекенĕ А.В. Васильева) администраци пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе кадрсен ҫумӗ А.А. Данилов тав ҫырӑвӗсем панă.

Пур ачана та саламлатпӑр, вӗсене ҫуллахи ҫутӑ, хаваслӑ кану сунатпӑр!

#рмцрб #rmcrb102 #рмц102
#рмцрб02допобразование

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри Ача-пӑча пултарулӑх центрӗн социаллă сетьри страницинчен.

 https://vk.com/public144264663

 

Ачасене хӳтӗлемелли кун ячӗпе!
Ачасене хӳтӗлемелли кун ячӗпе!
Ачасене хӳтӗлемелли кун ячӗпе!
Ачасене хӳтӗлемелли кун ячӗпе!
Ачасене хӳтӗлемелли кун ячӗпе!
Ачасене хӳтӗлемелли кун ячӗпе!
Автор:Марина Иванова
Читайте нас