

Кистенлĕ ялӗнчи чикӗ ҫарӗсен запасри ветеранӗсем чикӗ юпи тата «Тӑван Ҫӗршыв чиккисем сӑваплӑ та тӗкӗнмелле мар» обелиск вырнаҫтарнӑ.
Пур вӑхӑтри пограничниксен ятне ӗмӗрлӗхе хӑварас енӗпе çарпа патриотла тата культурӑллӑ пысӑк мероприяти Кистенлĕ ялӗ ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ Вăрман пусси ҫӑлкуҫӗ ҫывӑхӗнчи илемлӗ вӑрман уҫланкинче иртнӗ. Ӑна çак ялти чикӗ ҫарӗсен ветеранӗсем, тӗрлӗ вӑхӑтра ҫӗршывӑн Хӗҫ-Пӑшаллӑ вӑйӗсенче Совет Союзӗпе Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх чиккисене сыхлакансем, чикĕ çарĕсен районти ветерансен канашӗ йӗркеленӗ. Паянхи куна ҫак ялта 15 ҫын тӗрлӗ ҫулсенче ҫӗршывӑн тӗрлӗ чиккисенче тинӗс чиккисен симӗс карттусӗсемпе, бескозырькисемпе хӗсметре тӑнӑ.
— Ял ҫыннисем хисеплекен асӑнмалӑх вырӑнсем пирӗн районти чылай ялсенче пур, - тет ҫак сӑваплӑ вырӑна тирпей-илем кӗртес енӗпе тунӑ ырӑ ӗҫӗн идейӑллӑ хавхалантаруҫи чикĕ çарĕсен ветеранӗ Владимир Федорович Герасимов. - Пирӗн ял ҫыннисемшӗн Вăрман пусси мӗн авалтан юратнӑ та илӗртӳллӗ вырӑн пулса тӑнă. Мӗншӗн тесен кунта ҫуркуннеренпе ҫурхи ака вӑхӑтӗнче те, кайран вырма асапӗ вӑхӑтӗнче те хӗрӳ те йышлӑ пулса пынӑ. Кунта тӗп шыв пуррипе лайӑх оборудованиллӗ уй-хир тапӑрӗ пур. Колхоз тахҫанах ҫук пулин те, ку йӑла халӗ те чӗрӗ. Паян та кунта вырӑнти ҫамрӑксем тӑтӑшах килеҫҫӗ, пӗр-пӗринпе тата классемпе, пӗрле вӗренекенсем тӗл пулаҫҫӗ, ҫемье уявӗсем, ҫуралнӑ кунсемпе юбилейсем иртеҫҫӗ. Ҫӑлкуҫа пӗрлехи вӑйпа 2018 ҫулта хӑтлӑлатса карталанӑ. Анчах пирӗн ҫак вырӑнта тата хамӑрӑн пӗчӗк тӑван ҫӗршывра тата мӗн те пулин лайӑххи тӑвас килчӗ. Пограничниксен ҫар тӑванлӑхӗ пухӑнса манӑн шухӑша ырларӗ-кунта герблӑ чикӗ юпи тата бетонланӑ никӗслӗ, мрамор çине ҫырнӑ «Тӑван Ҫӗршыв чиккисем сӑваплӑ та тӗкӗнмелле мар» пысӑк чул вырнаҫтармалла. Шухӑш пурне те килӗшрӗ. Ҫуркунне иртерех малтанхи капитала пухрӑмӑр, строительство материалӗ — гравипе цемент, киҫтӗксемпе сӑрӑсем-хатӗрлерӗмӗр. Ҫӑлкуҫ территорийӗ пурнӑҫланӑ ӗҫсем хыҫҫӑн палӑрмаллах улшӑнса илемленчӗ: кунта беседкӑра ларса туссемпе пурнӑҫ ҫинчен калаҫма кӑмӑллӑрах пулса тӑчӗ.
Флагштоксемпе илемлетнӗ асӑну вырӑнне — чикӗ юпине тата бетонланӑ никӗс ҫинче ылтӑн эмальпе сӑрланӑ чул монолита-чаплӑн уҫнӑ ҫӗре администраци пуҫлӑхӗн строительствӑпа ЖКХ ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен ҫумӗ Максим Рашидович Асадуллин, Пишпÿлек районӗн ҫар комиссарӗ Салават Маратович Абдуллин, Пăслăк ял Совечӗн пуҫлӑхӗ Юрий Александрович Васильев, тӗрлӗ ялсенчи чикӗ ҫарӗн йышлӑ ветеранӗсем хутшӑннӑ. Чикӗ ҫарӗн Кистенлĕри ветеранӗсем хӑйсен ҫемйисене — ачисемпе юратнӑ арӑмӗсене — савӑнӑҫлӑ мероприятие пыма май панӑ, вӗсенчен нумайӑшӗ камуфляж форми тӑхӑннӑ. Кистенлĕ ялӗнчи «За Родину» ушкӑн волонтерӗсем пурте пӗр харӑс тенӗ пек ҫар ҫынни пек стройпа килсе ҫитсен уҫланкӑра халӑх йышлӑланса та илемленсе кайнă. Вӗсем те ҫак ятпа пурте камуфляж тумӗ тӑхӑннӑ. Чылай волонтерӑн кӑкӑрӗ ҫинче СВОна хутшăнакансене тухӑҫлӑ та тӑтӑшах пулӑшнӑшӑн медальсем йӑлтӑртатаҫҫӗ. Саламсем янӑрарӗҫ, йӑл кулӑсем ҫиҫрӗҫ. Кунта хутшăнакансем пурте мӗн пулса иртнине — туслӑ пӗрлӗхпе те, пӗрлешÿпе те — хӑйсен хутшӑнӑвне чӗрисемпе туйрӗҫ.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Владимир Смолов.