Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Общество
2 Июнӗн , 06:59

Хулпуҫҫи хыҫӗнче - ӗмӗрлĕх!

Пишпӳлек районӗн вӑрӑм ӗмӗрлӗ хӗрӗ 100 ҫулхи юбилейне уявланӑ!

Хулпуҫҫи хыҫӗнче - ӗмӗрлĕх!Хулпуҫҫи хыҫӗнче - ӗмӗрлĕх!
Хулпуҫҫи хыҫӗнче - ӗмӗрлĕх!

Пишпӳлек районӗн вӑрӑм ӗмӗрлӗ хӗрӗ 100 ҫулхи юбилейне уявланӑ!

2026 ҫулхи ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче коллективизаципе репрессисен ҫӑмӑл мар вӑхӑтне, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине иртнӗ Такмаккаран ялӗнче пурӑнакан Анжелика Байгареевна Андреева хӑйӗн 100 ҫулне паллӑ тунӑ. Ҫӗр ҫул! Нумай-и ку е сахал-и? Ҫак куна кашниех хӑйне май йышӑнать. Ҫӗр ҫул пурӑнасси — уй урлӑ каҫасси мар теҫҫӗ. Ҫын нумай ҫул хушшинче пурнӑҫ опычӗн, пӗлӗвӗн пысӑк багажне пухать, ӑслӑ пулса тӑрать. Паллах, ҫӗр ҫул — ылтӑн ҫул. Ӗмӗр урлӑ каҫнӑ ҫынсем хисепе тивӗҫ.

Ҫак чаплӑ куна Анжелика Байгареевна тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисен ушкӑнӗнче кӗтсе илнӗ. Ӗмӗрхи юбилейпе саламлас, хисеп парас тата тав сӑмахӗ калас тесе именниницана Çирĕклĕ ял канашӗн пуҫлӑхӗ Людмила Ивановна Романова тата «Ҫеҫпӗл» фольклор ансамблӗ килсе курнă. Тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисен сывлӑхне, хастарлӑхне, тимлӗхне, тӑрӑшулӑхне сунса хӑнасем юбиляршӑна чечек, парне тата салам адресне Çирĕклĕ ял тӑрӑхӗн администрацийӗ ятӗнчен ырӑ сунса панă.

«Ҫеҫпӗл» ансамбле хутшӑнакансем юбиляршӑна чӑваш халӑх юррине шӑрантарса музыка номерӗ парнеленĕ. Именниница ячĕпе нумай ӑшӑ сӑмах янӑранă. Ырӑ та сывлӑх сунни Анжелика аппана саламлама килнисене пурне те систернӗ. Анжелика Байгареевна пурнӑҫри ҫӑмӑл мар ҫула утса тухнӑ. Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи, ҫӗршыва ишӗлчӗксенчен тавӑрни, выҫлӑх, хресченсен йывӑр ӗҫӗ - ҫаксем пурте хӗрарӑм пайне лекнӗ.

Вӑл Идрисовсен пысӑк та туслӑ ҫемйинче иккӗмӗш ача пулнӑ, унта унӑн ашшӗпе амӑшӗн 14 ача ӳснӗ. Ҫичӗ класа Анжелика Çирĕклĕ ялӗнче лайӑх паллӑсемпе пӗтернӗ, анчах, шел те, унӑн малалла вӗренме тивмен. Ашшӗпе амӑшне шӑллӗ-йӑмӑкĕсене ӳстерме пулӑшмалла пулнӑ. Яланах ӳт-пӳ енчен ӗҫлеме тивнӗ. Хресченсен йывӑр ӗҫӗ ҫамрӑк хӗр кӑмӑлне пиҫӗхтернӗ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче, ялти арҫынсем пурте фронта кайсан, вӑл конюхра ӗҫленӗ: лашасемпе, урапасене тырӑ тиесе, Абдулино тата Пелепей хулисенчи элеваторсене обозсем ӑсатнӑ.

Тырпул вырнӑ вӑхӑтра вӑл яланах скирдоправ пулнӑ, мӗншӗн тесен ҫӳллӗшрен хӑраман, аялтан сенӗкпе паракан улăмпа уттăн валкисене йышӑнма ӗлкӗрнӗ. Кашни кун икшер хут 50 ĕнене алӑпа суса дояркӑра та ӗҫленӗ, хӑйӗн ачисемпе ҫулсерен виҫшер гектар сахӑр кӑшманӗн плантацине тирпейленӗ. Ҫемье яланах выльӑх-чӗрлӗхлӗ пысӑк кил-ҫурт тытнă, утар усранӑ. 1946 ҫулта пысӑк юратупа ҫирӗм ҫулхи хӗр фронтовика, хӑйӗн ял ҫыннине Елизар Павлович Андреева, 1917 ҫулта ҫуралнӑскере, качча тухнӑ. Вӗсем 51 ҫул пӗрле пурӑннă.

Пилӗк ача амӑшӗ пулнӑ май вӑл хӑйӗн ывӑлӗсемпе хӗрӗсене воспитани парас ӗҫре яланах тивӗҫлӗ тӗслӗх пулнӑ. Анжелика Байгареевна ӗмӗр тӑршшӗпе тӳрӗ кӑмӑлпа, йӗркелӗхпе, хутла пӗлнипе, ыттисене пулӑшма пӗлнипе тата кӑмӑлӗпе палӑрнӑ.

Ватӑлнӑ пулин те вӑл кӳме ҫинче ларса уҫӑлма тухать. Хӑйӗн пурӑнас туртӑмӗпе вӑл тӑванӗсене кӑна мар, ентешӗсене те тӗслӗх кӑтартать. Ватӑ хӗрарӑм хӑйӗн ҫемйин юратӑвӗпе тӑрӑшулӑхӗ хушшинче пулнине курма кӑмӑллӑ. Кун пек ҫынсене пӗчченлӗх хӑратмасть, эппин, вӗсем телейлӗ. Ҫитменнине тата вӑл пилӗк мӑнукӗпе ултӑ мӑнукĕсен ачисен асламӑшĕ, кукамăшĕ, мӑн асламӑшӗ, мăн кукамăшĕ-ха. Вӗсем пурте ӑна юратаҫҫӗ, хисеплеҫҫӗ, хаклаҫҫӗ. Анжелика Байгареевнӑна сывлӑх, чун лӑпкӑлӑхӗ, ҫемье ырлӑхӗ тата уншӑн хаклӑ ҫыннисем хушшинче телейлӗ кунсем нумай сунатпӑр.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕ ял Совечĕн социаллă сетьри страницинчен.

 

https://vk.com/club209222636

 

 

Хулпуҫҫи хыҫӗнче - ӗмӗрлĕх!
Хулпуҫҫи хыҫӗнче - ӗмӗрлĕх!
Хулпуҫҫи хыҫӗнче - ӗмӗрлĕх!
Хулпуҫҫи хыҫӗнче - ӗмӗрлĕх!
Автор:Марина Иванова
Читайте нас