

Ачалӑх пирӗнтен нумайӑшӗшӗн ӗмӗрлӗхех чи телейлӗ те шухӑшсӑр пулса юлӗ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, Çирĕклĕри ял клубӗпе библиотека ӗҫченӗсем ҫу пуҫланнине тата тахҫантанпах кӗтнӗ каникула халалласа ачасем валли уяв хатӗрлесе ирттернӗ. Ачасем патне хӑнана юмахри паттӑрсем килнĕ: Веселушкӑпа Хохотушка. Вӑхӑта хаваслӑ та интереслӗ ирттерме, пӗр-пӗринпе хутшӑнма, выляма ачасем станцисем тӑрӑх «Ачалӑх» ҫӗршывне ҫул тытнă.
«Юмах» станцинче хутшӑнакансем геройсене ҫырса кӑтартнӑ тӑрӑх чухланӑ, юратнӑ юмахсене аса илнӗ.
«Спорт» станцинче — хăйсен ҫаврӑнӑҫулӑхне, вӑййине кӑтартмалла пулнӑ.
«Пултарулӑх» станцинче ачасем сывлӑш пластилинӗнчен ҫу кунӗсем ӑсталанӑ.
«Ытарлӑ» станцинче хутшӑнакансем чее тупмалли юмахсене тавҫӑрса илнӗ.
«Туслӑ» станцинче ачасем ӗмӗтленнӗ саспаллисене тупас тесе шарсене харӑссӑн ҫурмалла пулнă.
Кашни станцире ачасем тӗрлӗ кӑткӑслӑх тӗрӗслевӗ витӗр тухнӑ. Вӗсем вылянӑ, тупмалли юмахсен тупсăмĕсене тупнӑ, спорт эстафетисене хутшӑннӑ, сикнӗ, ташланӑ, юрланӑ, савӑннӑ.
Шавлӑ та хаваслӑ пулнă, хутшӑнакансем пурте темӗн чухлӗ туйӑм, киленӳ, савӑнӑҫ илнĕ. Мероприяти вӗҫӗнче кашнинех хавхалантаракан сувенир тата пылак парне кӗтнӗ. Ачасем туйӑмсен тинӗсне илнĕ, кунӗпене лайӑх кӑмӑл-туйӑмпа авӑрланнă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕ клубĕн социаллă сетьри страницинчен.